Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир килӗшмесӗр тӑрӑпӑр та, Корнилов пире хирӗҫ черкессене ярӗ — каллех юн тӑкмалла пулать.Откажись, а Корнилов черкесов направит — и вот опять кроворазлитие выйдет.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр те пӗр большевиксем восстани пуҫласа ярсан, ҫӗршыва сутакансене ним юлми аркатса тӑкмалла пултӑр.И если большевики выступят, то расправиться с предателями родины как следует.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Татах юн тӑкмалла пулать-и-ха?
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мӗскер вӑхӑтсӑр куҫҫуль тӑкмалла?
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пугачева аркатса тӑкмалла та ярса илмелле — ҫапла приказ панӑ Кар генерала.
Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тӑшмансен ӗретне аркатса тӑкмалла.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сталин шухӑшӗпе, ҫак лайӑх организацилесе хатӗрленӗ контрнаступлени хӑйне евӗрлӗ наступлени пулмалла, ҫавна пула пирӗн ҫарсен тӑшмана аркатса тӑкмалла ҫеҫ мар, ӑна тата ҫурҫӗр енчен те, кӑнтӑр енчен те хӑватлӑн пыра-пыра ҫапмалла.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Мӗнле-ха вара, мӗн ӗҫнине пӗлмесӗр, ӑна тӑкмалла? — тет.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун хыҫҫӑн пирӗн ҫарсем нимӗҫсен Марьино-Скирманово-Горки районӗнчи позицине атакӑласа аркатса тӑкмалла та, Козлово ялне йышӑнса, Гряда ятлӑ юханшыв хӗррине тухмалла.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унӑн Совет Ҫарӗсене кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапса, вӗсем хупӑрласа илнӗ Ковель хулине вырӑссенчен тасатмалла, Совет Ҫарӗн чаҫӗсене уйрӑм ушкӑнсем ҫине вакласа тӑкмалла та, вӗсене аркатса пырса, Стоход тата Стырь ятлӑ икӗ паллӑ юханшывсен хӗрринелле сирсе ывӑтмалла пулнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пысӑк ӗҫсемех туса ирттермелле, сӑмахран акӑ, Ольховкӑри комендатурӑна аркатса тӑкмалла, ҫавӑнпа та отряда ҫынсем хутшӑнтарма кирлех пулнӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӑрт ҫинчен чупса антӑм та: ҫав юнӗҫен тискер кайӑксем ҫине халех тапӑнса, вӗсене пӗтерсе тӑкмалла, терӗм эпӗ Эрнене.Я сбежал с горы и сказал Пятнице, что необходимо возможно скорее напасть на этих кровожадных людей.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кӗлетки унӑн тем ҫӳллӗш, хӑй типшӗм те хытанка, кӗрӗс-мерӗс шӑмӑллӑ ӳчӗ калама ҫук вӑйлӑ, лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫӗ вӑрӑм, пичӗсем тем сарлакӑш, ҫамки тӑвӑр, пӗчӗкҫӗ куҫӗ чурӑссӑн йӑлкӑшать, сарлака шӑтӑклӑ сӑмси пысӑк, ҫӑварне мулкачӑ та вырнаҫать пуль (Боримечка какая чӗрӗлле те ҫиет), Геркулесла хулӑн шӑнӑрлӑ ҫӑмламас аллисем арӑслана та тытса ҫурса тӑкмалла.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑвӑр кӗрешӗвӗре этемлӗхӗн хальхи ӗмӗчӗпе ҫыхӑнтарса пырӑр, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе кӑна мар; хальхи принципсем ҫӗнтерччӗр тесе те кӗрешмелле, патша тытӑмӗ, религи, харпӑрлӑх мулӗ, вӑйлисен ҫеҫ хуҫа пулмалли йӗркесӗрлӗхсене йӑлт пӗтерсе тӑкмалла, халлӗхе вӗсене, ҫынсен социалла шухӑшӗ юлса пынине пула, тӗкӗнме юраман принцип вырӑнне хураҫҫӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сирӗн, есаул господин, ҫакна эпӗ приказпа хушатӑп, Миллеровӑра вырнаҫнӑ полка кӗтмен ҫӗртен пырса тапӑнмалла, йӗркеленме памалла мар, ӑна тӳрех аркатса тӑкмалла, хӗҫ-пӑшалсӑрлатмалла, унӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене туртса илмелле, полкран хӑвӑр ҫума хутшӑнакан хӗрлӗармеецсене илсе, машинӑсем ҫине ларса, Ростов еннелле каймалла.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халех, пӗр сехет те тытӑнса тӑмасӑр, унӑн типсе куштӑрканӑ ҫиелти сийӗ тӑрӑх виҫшер тӑватшар йӗрлӗн сӳресе тухмалла, пирченсе выртнӑ тӑпрана тимӗр сӳре шӑлӗсемпе чӗркелесе ватса тӑкмалла, унтан вара, кӑпӑшка суха кассисем тӑрӑх тырӑ акакан машинӑсем кӑларса ямалла: ылтӑн тулӑ пӗрчисем ҫӗр айне тарӑнрах акӑнса юлччӑр.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавсене революцишӗн ҫунтарса тӑкмалла, те…
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Унта мӗн чухлӗ чул, хӑйӑр тӑкмалла.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, тепре каласан, ырра пулӗ-ха ку, тен, вӑхӑтран вӑхӑта малица ӑшӗнче пӑра кӑлара-кӑлара тӑкмалла пулӗ, мӗншӗн тесен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшласа ларасси ытла кичем вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл план — тӑшмана Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирсене илӗртсе пырасси, унӑн коммуникацийӗсене тӑсса ярасси, хальхи пек каласан, хӑйӗн базинчен аякка илсе каясси пулать; кайран вара кунтан, хӗвеланӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр енчен пырса ҫапса коммуникацисене раз-раз татмалла та, тӑшмана хӑвӑрт кӑна пӗтерсе тӑкмалла.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950