Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑварсӑр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тӑварсӑр, кӗлӗ вуласа пӗҫереҫҫӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑварсӑр кӳлӗсенчен чи пысӑккисем: Вӑтам Сибирь тӳпемӗнче — тарӑн Байкал кӳлли, ССР Союзӗн Европӑри пайӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче Ладога тата Онега кӳллисем.

Самые крупные из пресных озер: глубокий Байкал — на Средне-Сибирской возвышенности, Ладожское, Онежское — на северо-западе Европейской части СССР.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Карап ҫинчи хатӗрлесе хунӑ тӑварсӑр шыв пӑсӑлса кайнӑ.

Пресная же вода, взятая на корабли, испортилась.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӑварсӑр аптӑрасан та манашкӑсемех пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эй, хӗн иккен тӑварсӑр!

Помоги переводом

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Арӑмсӑр пурнӑҫ — тӑварсӑр яшка.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тӑварсӑр апат тути кӗмест.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ыран тӑварсӑр ҫитерӗп.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ тӑварсӑр яшкана сыпатӑп…

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Яшка тӑварсӑр.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ытти чухне вӑл яланах ҫурма тӑварсӑр ҫиекенччӗ, халӗ лайӑх каламалӑхах ярать.

Посолил так, чтоб на вкус сразу ощущалась, обычно сам он ест полусоленую или вовсе несоленую похлебку.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Акцентсӑр кӗвӗ тӑварсӑр яшкапа пӗр!..

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӗрулми, тӑварсӑр ҫисен, чӗререн пит усӑллӑ теҫҫӗ тухтӑрсем — ура шыҫҫи чакать теҫҫӗ, — ура тунисене утиял айӗнчен кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Тӑварсӑр шывра!?» — Брентган хаваслӑн кулса ячӗ.

— «Пресноводное»? — Брентган весело рассмеялся.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Вӗсем каланӑ тӑрӑх эсир — «тӑварсӑр шывра».

Они говорят, что вы «пресноводное».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Вылямалли япала тӑварсӑр; пурте эпир шухӑшланӑ пек кӑсӑк ҫаврӑнса тухмасть ҫав».

Игрушка довольно пресная; не все выходит так интересно, как думаешь».

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Паллах, тӑварсӑр.

Хотя оно и без соли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Капитан карапа пӗрре е иккӗ портсене апат-ҫимӗҫ тата тӑварсӑр шыв илме илсе кӗртрӗ.

Раз или два капитан заходил в порты запастись провизией и свежей водой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней