Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ас тӑватӑр-и: эсир Кольбера выляса янӑччӗ, ун чухне мӗн пур усламҫӑ кӗсйине силлеме тиврӗ, эпӗ вара йытӑ пек сулланса ҫӳрерӗм — Гертонран Сан-Фуэгона, Сан-Фуэгоран Покета, унтан каллех Гертона; ҫав кунсенчен пуҫласа паянхи кунчченех эпӗ пӗртте иккӗленмен: сирӗн каварҫӑн тав тӑваслӑхӗ пур тенӗ, эсир тӗпрен илсен мана пула тытса пынӑ пурнӑҫри, пусарсах калатӑп — хӑйне евӗрлӗ пурнӑҫри тӑванӑра хисеплемелле пек.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Сирӗн аҫӑра тата тӑванӑра аса илесчӗ!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Игумен отче, — пашкаса, йӑлӑннӑ сасӑпа сӑмах хушрӗ Гедеон атте, — игумен отче, хӑвӑра парӑннӑ тӑванӑра ҫак йывӑр шӑпаран хӑтарсан лайӑхрах пулмӗччӗ-ши теп те?
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
3. Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр; 4. хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, 5. Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр; 6. хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ: 9. ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр; 10. тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34. ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1