Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлнӑ (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Партнерсем ҫӗршывсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне ӳстерме каякан бизнес-миссипе онлайн-тӗлпулусем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Пушар чаҫне экскурсине кайни ачасене питӗ хавхалантарнӑ, вара нумайӑшӗ малашне пушар сӳнтерекенсем пуласси ҫинчен ҫирӗппӗнех калаҫса татӑлнӑ.

Помоги переводом

Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403

«Суту-илӳпе экономика тата энергетика облаҫӗсенче пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ проектсене пурнӑҫлама икӗ енлӗ хутшӑнӑва малалла аталантармалли ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗрлӗ шайри контактсене активизацилесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ», - тесе палӑртнӑ пӗлтерӳре.

Помоги переводом

Путин телефонпа энергопроектсене пурнӑҫланине Боливи президенчӗпе сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... vn-3764744

Ӗнер ҫур ҫӗр иртни пӗр сехетре Ҫулавӑҫсен те ыйхӑ татӑлнӑ.

Помоги переводом

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Пушарта пӗр хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Помоги переводом

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Кунсӑр пуҫне 1945 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Берлинтан кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ тӑшмансен ушкӑнне ҫапса аркатнӑ чухне татӑлнӑ ҫыхӑну линине сыпнӑ анчах мар, совет салтакӗсем хупӑрлава илнинчен хӑтӑлма пуҫланӑ 12 нимӗҫе тӗл пулнӑ.

Помоги переводом

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫитменнине тӑшман тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалтан персе тӑнӑ вӑхӑтрах лини татӑлнӑ 7 вырӑна сыпнӑ.

Помоги переводом

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ан шиклен, мамашӑпа килӗшсе татӑлнӑ эпӗ вӑл шӑлавара сутасси пирки…

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула кӗперӗн тӗп сыппи ун тӑрӑх иртсе пыракан пуйӑспа пӗрле ишӗлсе аннӑ, ҫакна пула 75 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

В результате сильного шторма центральная секция моста вместе с проходящим поездом обрушилась, что привело к гибели 75 человек.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Остров Матан отказался подчинятся испанской короне, но предлагал щедрую дань, вопреки советам о дипломатическом разрешении конфликта атаку на островитян возглавил лично Магеллан, где он и погиб 27 апреля 1521 года.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

«Фиорентинӑпа» «Кальяри» клубсем вылякансене номер панӑ чухне футболист вылянӑ 13-мӗш номере ыттисене памасӑр тытса тӑма калаҫса татӑлнӑ.

Клубы «Фиорентина» и «Кальяри» приняли решение изъять номер 13, под которым играл футболист, из обращения среди игроков команд.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче «Кальяри» «Миланпа» Астори малашне те «россоблюшӑн» выляма пултарасси пирки калаҫса татӑлнӑ.

25 июня 2010 года «Кальяри» договорился с «Миланом» о продлении выступлений Астори за «россоблю».

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Давиде Астори карьери 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 31 ҫул ҫеҫ тултарнӑ чухне, ҫывӑрнӑ вӑхӑтра татӑлнӑ.

Карьера Давиде Астори трагически оборвалась 4 марта 2018 года во сне, когда ему был всего 31 год.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Помоги переводом

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Вара кӗвӗ сасартӑк татӑлнӑ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Эпир Якку пиччӳпеле калаҫса татӑлнӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Полковник ҫырӑвӗ ҫакӑнта татӑлнӑ, — ҫырса пӗтереймен вӑл ӑна.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ чух эпӗ вӑл мӗншӗн хитре туяпа ҫӳренине пӗлтӗм: унӑн сылтӑм ури чӗркуҫҫирен аяларах татӑлнӑ иккен…

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах пӗрле ирттернӗ кун тата пуласлӑх ҫинчен ҫав асамлӑ лару-тӑрура тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хайхи мӑшӑр малашне те пӗрлех пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Но проведенный совместно день и поиск точки равновесия на специальных качелях помогли переосмыслить ситуацию и принять решение продолжить дальнейшую совместную жизнь.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ун ҫинчен вӗсем радио тусӗсен обществин членӗсен пӗрремӗш съездӗнче калаҫса татӑлнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней