Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑр-вар, хӑнӑхнӑ хусканусемпе Кеша прическине тӗрӗслерӗ, ширинкине аялтан ҫӳлелле фортепьяно клавишӗсене ҫемҫен пуснӑ пек «глиссандо» турӗ, пушмакӗсен тасалӑхне шанмасӑр куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Пур ҫынна та, пур япалана та кӗртес марччӗ унта; тасалӑхне упрасси – хамӑртан килет.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Ун пек чухне географ каласа параканӗн шалти сӑн-сӑпачӗпе чун-чӗрин тасалӑхне хытӑ тӗрӗслет, унтан-кунтан тӗрлӗрен справка ыйта-ыйта пӗлет — йӗркеллӗ ҫынах-и лешӗ?географ наводит справки и проверяет, порядочный ли человек этот путешественник.
XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Акци ачасен пӗтӗм чӗрӗ чунпа, тавралӑхпа анлӑн хутшӑнас тата хӑйсен участокӗн, сачӗн тата хулан тасалӑхне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе, ачасен туйӑмӗсене йӗркелес тӗллевпе иртнӗ.
Ҫӗр Планета — пирӗн пӗрлехи ҫурт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rt-3471319
Обществӑлла наукӑсем, марксизм-ленинизм принципӗсен тасалӑхне хӳтӗлесе, буржуалла идеологие хирӗҫ, ревизионизмпа догматизма хирӗҫ малашне те татӑклӑн кӗрешме тивӗҫ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Мӗншӗн тесен чи малтан хӑмла сорчӗн тасалӑхне палӑртса хӑварасси тата тӗрлӗ сертификатсемпе тивӗҫтересси.
«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643
«Лира» повеҫре совет воинӗсен мораллӗ тасалӑхне пит аван кӑтартнӑ.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Хушшӑн-хушшӑн хитре сӑмахсемпе калаҫмасан пурнӑҫ нӗрсӗрленет, хӑйӗн тасалӑхне ҫухатать, ӑнлантӑн-и? — хулӑн сассипе тавралӑха янратрӗ Виссарион Игнатьевич.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унта кашни рабочин ӗҫ нормипе тасалӑхне палӑртаҫҫӗ.
4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ тӑршшӗпех Н. К. Крупская Владимир Ильичӑн шанчӑклӑ тусӗ, пӗрле кӗрешекенӗ, партири юлташӗ пулнӑ, унпа ҫума-ҫумӑн тӑрса, партин идейӑллӑ тасалӑхне, революцилле шухӑш-кӑмӑлне хӳтӗленӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Час-часах ялсене тухса ҫӳрет, вӑрлӑх тасалӑхне тӗрӗслет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Моргиана Джессин арпашӑннӑ хулӑн ҫӳҫне, яштак хул пуҫҫисене, кӑкарӗ тӗлӗнчи чӗнтӗрӗн мӗлке тасалӑхне тӗпчевлӗн сӑнать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав хушӑрах унӑн ҫитес пулӑмсемшӗн хыпса ҫунавӗ Кишлотӑн тӗрлӗ асӑрхаттарӑвне пула хӑйӗн кӗвӗҫӳллӗ тасалӑхне ҫухатса пырать: «Галстук ҫакса ятӑн пулин те — ҫапах та йӑрӑрах ҫаврӑнкала» е «Ӑҫта санӑн куҫусем? Вӗсем хӗр ачасен сӗтне персе анман-и?»
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пурнӑҫра ырришӗн кӗрешекен, чун тасалӑхне упракан лирикӑлла герой ман кӑмӑла кайрӗ.
Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.
Выҫӑ, хаяр, салху сехетсенче эпӗ хама хам «харпӑрлӑх пурлӑхӑн тасалӑхне» хирӗҫ ҫеҫ мар преступлени тума пултарас пек туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ҫапах та, тӗлӗнмелле пулса тухать: сирӗн шутпа мӑн ҫулсем, хуласем, ыттисене упраса аталантарса пыракан пур япаласем те славянсемшӗн сиенлӗ иккен; сирӗн шутпа, йӑласен тасалӑхне упраса усрама мӑн ҫулсем те, ҫыхӑну та, суту-илӳ те, юлашкинчен тата аталанса пыракан пурнӑҫӑн пӗрремӗш условийӗ пулса тӑракан ытлӑ-ҫитлӗ пурлӑх та пулмалла мар.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пирӗн хӗрарӑм ҫемьере ялан ҫавӑн пек пулни пире лайӑх актрисӑсемсӗр тӑратса хӑварать, анчах уншӑн йӑласен тасалӑхне ҫав тери лайӑх упраса усрать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫакӑ вӗсен пӗтӗмпех хӑй тӗллӗн пулса пырать, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче хӑйсен герой-командирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне вӑл чунтан парӑннӑ хӗр ята тивӗҫлӗ, вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе хӗр тасалӑхне упранипе те вӗсен ротин чысӗпе тивӗҫлӗ мухтавне ыттисен куҫӗ умӗнче ҫӳлте тытма пулӑшать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Эсӗр ҫемье йӗркине пӑсатӑр, этемӗн тасалӑхне варалатӑр, — терӗ председателӗн сулахай енче халиччен шӑпӑрт шарламасӑр ларнӑ членӗ те, ура ҫине сиксе тӑрса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.