Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир Лена Павловнӑна тарӑхтарма ирӗк памастпӑр!
Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫынна ун пек тарӑхтарма кирлӗ марччӗ ӗнтӗ…Не стоило бы уж так-то делать, все-таки какой-никакой, а человек…
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Республиканецсен салтакӗсенчен пӗри чӗререн тарӑхать; король тата дворянсемпе чиркӳ ҫыннисем епле пулсан та Вандейӑн тӗттӗм хресченӗсене тарӑхтарма, Мишель Флешар упӑшки аллине пӑшал тыттарса, тӑшман ҫине алӑ ҫӗкленӗ пек, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗ ҫине, Франци ҫине, республика ҫине алӑ ҫӗклеттерме май тупнӑ-ҫке-ха!
III // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ӳкерчӗкӗсем манӑн чуна вӗчӗрхентерме, тарӑхтарма тытӑнсанах, эпӗ унӑн кивӗ альбомне кӑларса вулатӑп.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Курӑк, пур ҫӗрте те курӑк, — мана вӑл, юлашкинчен, тарӑхтарма пуҫларӗ.— Трава, кругом трава, — это в конце концов стало меня раздражать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Телефонсем секретаршӑна тарӑхтарма та пуҫларӗҫ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эсӗ мана тарӑхтарма кӑна пӗлетӗн:
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫав йӗксӗке аплах тарӑхтарма юрамастчӗ ӗнтӗ…
XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах кӑшт шухӑш тӗлне килсенех ҫав аса илӳсем ӑна хаяр ҫӗлен сӑхнӑ пек татах тарӑхтарма тытӑнаҫҫӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах пушӑ та кичем, путсӗр ушкӑн вӗсенчен пӑрӑнни, ӑна тӑвӑрлама, хӑйӗн путсӗрлӗхӗпе те суя сӑмахӗсемпе тарӑхтарма пӑрахни савӑнтарнӑ та.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗр ушкӑнӗ Лушкӑна тарӑхтарма юлнӑ, тепри ҫине тӑрса Давыдов хыҫҫӑн пынӑ.Они разделялись на две партии: одна оставалась изводить Лушку, другая упорно сопровождала Давыдова.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ тата вӗҫкӗн поляк, хӑйне чиперлеме, ҫынна — тарӑхтарма юратаканскер, сӑмах авӑртма пултаракан выҫӑ этем…А вот тщеславный поляк, галантный и жестокий, красноречивый и холодный…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Анчах, чӑннипе, ҫав икӗ инкек, урӑхла каласан, староста ҫыравӗпе хваттертен куҫса каясси, Обломова тарӑхтарма пӑрахрӗҫ, ытти канӑҫсӑр асаилӳсем шутне кӗчӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, хӑй мӗншӗн улпута ҫавӑн пек тарӑхтарма пултарнине пӗлеймесӗр, сасартӑк именсе кайрӗ.Захар вдруг смутился, не зная, чем он мог подать барину повод к патетическому восклицанию и жесту.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк хуҫа малтан эпӗ мӗн тунине тинкерсе асӑрхаса пычӗ; анчах хутсем тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче хресченсен йышӗ нумайланни, вӗсен чӑххи-чепписем тата килти выльӑхӗсем сахалланни палӑрсассӑнах, Иван Петровичӑн, кӑна пӗлнипе, кӑмӑлӗ тулчӗ те урӑх вара вӑл мана итлемерӗ; эпӗ хутсем тӑрӑх шыра-шыра тата тӗплӗ ыйта-ыйта ултавҫӑ старостӑна чӑлхантарса ҫитерсе чӗнми тунӑ ҫӗре, Иван Петрович, мана тарӑхтарма тенӗ пекех, хӑйӗн пуканӗ ҫинче харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936