Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫӑкӑр вӑл нихӑҫан та тар тӑкмасӑр, тертсӗр пулмасть ҫав», — шухӑшлатӑп ӑшӑмра.
Эпир ӳстерен тӗлӗнтермӗшсем // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.
Камӑн та пулин ӗҫлес пулать уншӑн, камӑн та пулин ытларах тар кӑлармалла.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑрманне санӑннах касмалла, санӑннах тар кӑлармалла.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫан-ҫурӑма тӑварлӑ тар ҫиет.
42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тар тетӗп сана хускалмасӑр.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кунӗпех ӗҫлерӗҫ каччӑсемпе хӗрсем, ҫухалас поселокпа сывпуллашма хатӗрленнӗн, йывӑҫ лартрӗҫ тар кӑларсах.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тар тапса тухрӗ ав.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫавсем патӗнче тар тӑкса вӑрман ӗҫленӗ Чаккас Ухванеҫӗ.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тар шыв пек юхрӗ ун тӑрӑх.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫухалса кайрӗ, ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ авӑ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Тар шӑрши тутанса килӗр атя.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кунта ненецсем хӑйсем тытнӑ мамӑк тирсене сутаҫҫӗ те тар, пӑшал тата тӗрлӗ продуктӑсемпе таварсем илеҫҫӗ.Здесь ненцы продают пойманную ими пушнину и получают порох, ружье и различные продукты и товары.
Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тепринче — тар, дробь, свинец, ҫу, чей, сахӑр, конфетсем.В другом — порох, дробь, свинец, масло, чай, сахар, конфеты.
Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кунта пароходсем килсе каяҫҫӗ, Новая Земля ҫинче пурӑнакансем валли кирлӗ продуктӑсем, тар, пӑшал тавраш илсе пыраҫҫӗ, каялла тирсем, ӑш ҫӑвӗ тиесе каяҫҫӗ.
Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Апат-ҫимӗҫ тата тар вӗсен ҫителӗклӗ пулнӑ.
Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Виктор сӑнӗ шуралса кайрӗ, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем палӑрчӗҫ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Счетоводӑн сӑмси тӑррине виҫӗ тумлам тар тухнӑ.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫамки ҫине сивӗ тар тухрӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Якши! — кукша пуҫӗ ҫинчи ҫутӑ тар тумламӗсене шӑлса илчӗ Кирле.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.