Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Вӑл вӗсене пушхирпе ертсе пырать — вӗсем ӗҫессишӗн антӑхмаҫҫӗ: Вӑл вӗсене чулран шыв кӑларса парать, чул хысака касса ҫурать те — шыв тапса тухать.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хампа тупа туса калатӑп: Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх, улшӑнман сӑмах тапса тӑрать; кирек епле йӑх та Манӑн умра пуҫ тайӗ, кирек епле чӗлхе те Манпа тупа тӑвӗ.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ, чӗлхесӗррин чӗлхи юрласа ярӗ; ӗнтӗ пушхирте шывсем тапса тухӗҫ, ҫеҫенхирте юхӑм шыв юхма пуҫлӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑрушла пӗтерес кун ҫитсессӗн, пашнесем ишӗлсе ансассӑн, кирек хӑш ҫӳллӗ ту ҫинче те, кирек хӑш ҫӳллӗ сӑрт ҫинче те ҫӑлсем тапса тухӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫулӑм тапса тухиччен кӑмакаран йӑс-пӑс тухать; ҫавӑн пекех юн тӑкӑнас умӗн харкашу тухать.28. Прежде пламени бывает в печи пар и дым: так прежде кровопролития - ссоры.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15. ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16. ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Курӑк типсе ларнӑччӗ — ҫӗнӗ курӑк тапса тухрӗ, сӑрт-ту ҫинче ҫаран ҫулаҫҫӗ.25. Прозябает трава, и является зелень, и собирают горные травы.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ултавҫӑ ҫыннӑн, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен суя кайма пӗлмест, 13. куҫне хӗссе илет, урипе тапса систерет, пӳрнисемпе паллӑ туса кӑтартать; 14. унӑн чӗринче ултав: вӑл кирек хӑҫан та усал ӗҫ тӗвӗлет, хирлешме хӗтӗртет.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Кахалланса пурӑнмасассӑн, ҫӑлкуҫ тапса тухнӑ пек, тырӑҫи ҫитсе тӑрӗ; юрлӑх санран аякка тарса кайӗ.][Если же будешь не ленив, то, как источник, придет жатва твоя; скудость же далеко убежит от тебя.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ Вӑл чула ҫапнӑ та — шыв тапса тухнӑ, ҫырмасем пулса юхнӑ.20. Вот, Он ударил в камень, и потекли воды, и полились ручьи.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Турӑ] ҫилленсе ҫитрӗ те — ҫӗр чӗтренчӗ, силленчӗ, тусен тӗпӗсем кисренсе хускалчӗҫ; 9. Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫунтаракан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӳсӗрсессӗн ҫиҫӗм ялтлатса илет; унӑн куҫӗсем — шурӑмпуҫ куҫӗсем; 11. ҫӑварӗнчен ҫулӑм чӗлхи тапса тухать, вут хӗлхемӗ сирпӗнет; 12. вӗресе ларакан чӳлмекрен е хурантан пӑс тухнӑ евӗр, унӑн сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм палкать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Амӑш варӗнчен ҫуралса тухнӑ пек тапса тухнӑ тинӗсе кам хапха лартса пӳлсе хунӑ?8. Кто затворил море воротами, когда оно исторглось, вышло как бы из чрева,
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.9. Поднялся дым от гнева Его и из уст Его огонь поядающий; горящие угли сыпались от Него.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ хӑвачӗпе Лехӑри пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ, Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Йӑлӑнаканӑн ҫӑлӗ тесе ят панӑ, Лехӑра ӑна паян кун та курма пулать.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 8. туюна тыт та халӑха пух, эсӗ тата Аарон пиччӳ вӗсенӗн куҫӗ умӗнче чул хысакне калӑр, вара чулран шыв тапса тухӗ: ҫапла чулран шыв кӑларса халӑха та, выльӑх-чӗрлӗхе те ӗҫтерӗн, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай; 6. акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.