Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑксем, пӗр-пӗрне хыттӑн пӑчӑртаса тытса, пӑркалама тапратрӗҫ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Колхозниксем шавлама, пӗр-пӗринпе кӑшкӑрса калаҫма тапратрӗҫ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хӑйӗн шухӑшне ачисене каларӗ те, лешсем, хӗпӗртенипе, амӑшӗ тавра сиккелеме тапратрӗҫ.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫамрӑксем ӑна кӗтсе илме ҫыран хӗррине чупрӗҫ, ваттисем вӗсен шуйханӑвне курман пек ӗҫ ҫинчен калаҫма тапратрӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫкӗ-ҫикӗпе ҫынсем эрленсе кайрӗҫ, нухайсен йышлӑ утлӑ ҫарне курсан, нумайӑшӗ куҫкӗретӗнех вырӑссене юнама тапратрӗҫ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукай вӑрҫнӑҫемӗн куштанлансах пычӗ, ун аллисем ытларах та ытларах хӑлаҫланма тапратрӗҫ.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫур аки пӗтнӗ хыҫҫӑн пӗр-ик эрнерен ялти стариксем мӑрса пӳрчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ те хӑйсем хушшинче тем ҫинчен канашлама тапратрӗҫ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫырупа пурне те пӗлтерме ҫук: Шӗнерпуҫӗнче кулаксем Совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав тапратрӗҫ, семфонд пухма килнӗ уполномоченнӑя — Александр Федорович Федорова (вӑл Хусанти губкомра ӗҫлетчӗ) — тискеррӗн асаплантарса вӗлерчӗҫ…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӳсӗр хӗрарӑмсем хӗрпе каччӑ кӗҫӗр мӗнле ҫӗр каҫнине ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ, анчах ним пулман пекех савӑнӑҫлӑн шуйхашма, пӗр-пӗрне эрехпе те сӑрапа сӑйлама тапратрӗҫ.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑваласан та кайманнине кура Элентейпе Мӑрсук хӗр ачана йытӑпа вӗслетме тапратрӗҫ, Неспике вара пӗтӗм чунтан эрленсе ҫул тӑршшӗпе макӑрса килне таврӑнчӗ.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫҫӗн килчӗҫ те лашана хаклашма тапратрӗҫ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Студентсем пӗр-пӗринпе тавлашма тапратрӗҫ, хирӗҫсе каякансем те тупӑнчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсем, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскерсем, тем йывӑрӑш ещӗксене вырӑнтан вырӑна куҫарма тапратрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пуйӑс ҫинчен Тӗрлемес вӑрманӗ еннелле тупӑсемпе пеме тапратрӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ватӑрах хӗрарӑмсем картпа юмӑҫ яма тапратрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлушпа Евӑна кунашкал ятсем килӗшмерӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене Адампа Ева тесе чӗнме тапратрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Залра куракансем пурте тӳсеймесӗр алӑ ҫупма тапратрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупма тапратрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Кунта халӑх ҫурчӗ тӑвас пирки сӑмах тапратрӗҫ, — ашшӗ пек тӑсарах калать Паймук Микихверӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Павлуша Хусана илсе кайсан, Марине кинемее пӗччен пурӑнма йывӑр пулассине те тапратрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.