Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапратрӗ (тĕпĕ: тапрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехре, урапасем патӗнче кӑштӑртатакан Сахрун пиччепе калаҫса тӑракан агрономпа Левентее курмӑш пулса, тӳрех витене кӗрсе кайрӗ, кӗреҫе илсе часрах тислӗк ывӑтма тапратрӗ.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл хӑй те упӑшкине самаях сехӗрленсе кӗтме тапратрӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара ашшӗшӗн тепӗр хуйхӑ тупӑнчӗ, вӑл ывӑлӗ те ҫухалчӗ пулӗ тесе пӑшӑрханма тапратрӗ.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача тӑна кӗрсе тӑрса ларчӗ, амӑшне тупайманнине пӗлсен ҫеҫ чунтан хуҫӑлса макӑрма тапратрӗ.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа ӑна вӗрилентерсе пӑрахрӗ, вӑл вутра ҫуннӑ пек ӑшаланма тапратрӗ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те пулмарӗ, пирен ҫын «Хурах! Хурах! Путарчӗҫ, вӗлерчӗҫ!» — тесе кӑшкӑрма тапратрӗ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун вырӑнне халӗ ҫеҫ кӳлӗ хӗрринче пулса иртнӗ мыскараллӑ ӗҫ ҫинчен каласа кӑтартма тапратрӗ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тухса каяс умӗн Урасмет — ӳсӗрпе-и, урӑллах-и — кил хуҫинчен мӑшкӑлласа пӑхрӗ: ҫынсен умӗнчех ӑна Элентей валли ҫураҫма тапратрӗ.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ӑна тавӑрса калас вырӑнне хӑй вӗҫӗмсӗр ыйтса тӗпчеме тапратрӗ.

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай чӑнах та темле савӑнӑҫлӑ сӑмах кӑшкӑрса ячӗ те юлташӗ ҫине ыткӑнчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпа чышкӑлама тапратрӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑранипе шартах сикрӗ, хӑвӑрттӑн хӗвел тухӑҫнелле ҫаврӑнчӗ, тем мӑкӑртатса турра кӗл тума тапратрӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Ятламас тасалма мар, тата ытларах куҫа кӗме тапратрӗ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай урайӗнчи сӑлӑпа ярса илсе ӑна сӑлӑппа хӗнеме тапратрӗ.

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗне курчӗ те ҫынсен аллинчен вӗҫерӗнсе тӳрех ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, ӗсӗклесе макӑрма тапратрӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса тухса кайнӑ-кайманах вӑл хӗрне урамран чӗнсе кӗртрӗ те ӑна хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен хавхаланса каласа кӑтартма тапратрӗ.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Князь сӑмахне пӗтерсе Эхмемет патне пычӗ те ӑна тем ӳкӗтлеме тапратрӗ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирейӗн Тукайпа калаҫса тӑма вӑхӑт пулмарӗ, вӑл хӑйне кӗтсе тӑракан юлан утсене — Чулхуларан, Рязаньтен, Муромран тата Крым ханӗн станӗнчен килнӗ хыпарҫӑсене пӗрерӗн йышӑнма тапратрӗ.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шупашкарах куҫас тетӗн пулсан, Павлуш, — терӗ Данилов, — пӗр-пӗр лайӑх хваттер тупас пулать, — юлташӗн шухӑшне пӗлнӗ пекех тапратрӗ Данилов.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хыҫҫӑн каяс пулать, вӑл ӳсӗр, — пӑлханма тапратрӗ Зина.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем кайсан, Миша хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен тапратрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней