Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

талӑк сăмах пирĕн базăра пур.
талӑк (тĕпĕ: талӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ талӑк ҫут тӗнче курман Хӗлӗх Хӗлипӗ шӑтӑкран аран-аран тапаҫланса тухрӗ, ирхи хӗвеле курсан, йӗпӗлл кулса ячӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ара, талӑк та иртмерӗ вӗт-ха!

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Талӑк та ҫитменччӗ-ха ҫакӑн хыҫҫӑн.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Икӗ талӑк ытларах сипленчӗ Аркадий пульницӑра.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сочинени ҫырса пӗрремӗш экзамен тытас умӗн шӑп талӑк малтан Бодров Аркадий патне, общежитие, Магаев Альберт шыва путакан пек шуйхӑнса, ӑшталанса пырса кӗчӗ (ку общежити Альберт пурӑнакан ҫуртран инҫех мар).

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Шӑп та лӑп хӗрӗх сакӑр сехет, икӗ талӑк, — каччи ҫумне йӑпшӑнчӗ Полина.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Икӗ талӑк пурнӑҫпа вилӗм хушшинче ӑшталанчӗ Ванюк, виҫҫӗмӗш кунне тин ҫамрӑк ӳт-пӳ хӑрушӑ вилӗме ҫӗнтерчӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Темиҫе талӑк куҫ хупман вӑл.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫак виҫӗ талӑк хушшинче вӑл питӗ хавасланчӗ, вӗҫӗмсӗр шӳт турӗ, юрларӗ, ташларӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗнӗ Пелепейре вӗсем виҫӗ талӑк пурӑнчӗҫ, темиҫе килте хӑнара, улӑхра пулчӗҫ, нумай ҫӗнӗ юрӑсем ҫырса илчӗҫ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иккӗмӗш талӑк пӗр хӗлхем апат ӑшна илместӗн-ҫке, ҫӑварна карсан, ӳпкӳ-чӗрӳ курӑнать.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви виҫӗ талӑк чирлесе выртрӗ, Наҫтук ун ҫумӗнчен пӗрре те каймарӗ, вӑл мӗн ыйтнине йӑлтах туса пама тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑх пекех, Мухаров та виҫӗ талӑк приемник умӗнчен каймарӗ, космосра вӗҫсе ҫӳрекен паттӑр янташӑн шӑпи ӑна канӑҫ памарӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫӗ талӑк Лавр ҫакӑнтан кайма пӗлмерӗ, Польӑпа пӗрле магазинсене ҫеҫ тухса кӗркелерӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мулне пухма ҫулталӑк, ҫука тухма — ҫур талӑк».

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халь ӗнтӗ упӑшкине икӗ талӑк пӗр сӑмах та чӗнмест вӑл.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑй вӑл вӑтӑра та ҫитмен, анчах вӑрман хуралӗнче пурӑнса ватӑлнӑ ҫынран та чӗмсӗртерех, талӑк пӗрле ҫӳресе те унран вунӑ сӑмахран ытла илтейместӗн.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Салтака кайман, ӗҫсе кӳршӗ ял ачине ватнӑшӑн вунпилӗк талӑк ларса тухрӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сак иртнӗ икӗ-висӗ талӑк хушшинче Тӗмшер ялӗнче акӑ мӗнле ӗҫсем пулса иртрӗҫ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней