Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моргиана чӑсланкӑ, кӗлетки кӑнттам, хул пуҫҫисем сарлака; ытти пӗтӗмпех — пысӑккӑн яра-яра пусни, талккӑшпех сар тутлӑ пысӑк аллисемпе кӑнтарчӑк хӑлхисем — кӳлепене тӗсесе сӑнас ӗҫе аван марлатать те тӑкӑскӑлатать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Балконсенче тата ура айӗнче талккӑшпех серпантин, — сывлӑш чӑшӑлтатать.Серпантин был так густо напущен по балконам и под ногами, что воздух шуршал.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ирхине урӑх хулана курасса пӗлетӗп, — вӑл мӗнле пур ҫавнашкаллине, халӗ эпӗ курнинчен урӑхларах хулана; каҫ тӗттӗмӗнче ӑна талккӑшпех ҫутӑ ылтӑнӗ витнӗ, фасадсем те йӑлкӑшаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Рейдпа гаваньре пассажирсемпе тата хунарсемпе тулса ларнӑ шлюпкӑсем талккӑшпех акӑннӑ.Рейд и гавань были усеяны шлюпками, полными пассажиров и фонарей.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Молсен тӗлӗнче складсемпе тӗрлӗ ытти ҫурт-йӗр талккӑшпех, вӗсен сӑн-сӑпачӗ асаплантару хатӗрӗсене ӗренкелет, — ҫак Эйфель башнин евӗрлӗхӗсен хушшинче шутласа кӑларайми ҫекӗл-сӑнчӑр сулланать-куҫать; баржӑсемпе пӑрахутсем ҫинчен ҫӗр кӑмрӑкӗ пушатнӑ май тусан вӗҫет.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шав кӗрлеве куҫрӗ; сасӑсем пирӗн хыҫра та, чӗрӗлнӗ, канӑҫсӑр ту хушӑкӗнче те, талккӑшпех курӑмланса-янӑраса пур енчен те илтӗнеҫҫӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Тӗрлӗ ӑрӑва тӗнчепе хаяр кӗрешӗве талккӑшпех явӑҫтаракан идейӑсем маншӑн ниме те пӗлтермеҫҫӗ; пӗтӗмлетӳ: идейӑна чӑннипех пурнӑҫлани — унӑн вилӗмле хире-хирӗҫлеве, унӑн чир-чӗрӗ тата карикатури; айккинчен тӗсесен вара идея — пӗлтерӗшсӗр: нихӑҫан та пурнӑҫланми, ӗшентерекен тата суя сӑмах паруллӑ ӗмӗрлӗхпе танлаштарсан.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Кӑларса ывӑтӑр мана хӑвӑрӑн мӑнаҫлӑ пуҫӑртан; сирӗн упӑшкӑр пуласси, пурнӑҫа талккӑшпех ӗҫе ҫавӑрасси… мана ҫакӑ кирлӗ мар, мӗншӗн тесен мана урӑх пурнӑҫ кирлӗ, вӑл чӑна тухаймасть те-и тен, анчах ҫавӑн тӗлӗшпе пӗртен пӗр шухӑш пуҫӑма ҫавӑрать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Темиҫе утӑмран унӑн аллисем виленни евӗр кӑн-кӑвак курӑнаҫҫӗ, анчах та, ҫывӑхах пырса тӑрсан, пӗтӗм кӗлеткине — мӑйӗнчен пуҫласа пилӗкӗ таран — талккӑшпех татуировка хупланине тӗсеме пулать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Улӑпла йӑрӑм-йӑрӑм тӑпламсемпе кавирленнӗ, мӑкпа талккӑшпех витӗннӗ шыҫӑнчӑк вулӑсем витӗр курӑнакан арккӑсене арпашса пӗрлешнӗ, явкаланчӑк ӳсен-тӑран шереписем кукӑр-макӑр тымарсем патнех усӑннӑ, тымарсем вара гном пӳрнисем пек пӗрлешсе ҫыхӑннӑ, ҫӗр айӗнче чӗтресе тӑсӑлаҫҫӗ, кунтах — чӗнтӗрлӗ-шӑтӑкла капӑр та черчен ҫулҫӑллӑ упа саррисем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Айлӑмра талккӑшпех — баобабсем, тамариндӑсем тата кӳкен йывӑҫӗсем.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунта талккӑшпех хӑмӑшпа тростник, унта та кунта сарлака сукмаксем: вӗсене шыв ӗҫме анакан гиппопотамсемпе буйволсем, жирафсем, зебрӑсемпе антилопӑсем такӑрлатнӑ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Урайне малтанхи юр сийӗлле таса шурӑ тирпе талккӑшпех витнӗ.Пол был застлан сплошь белым мехом, чистым, как слой первого снега.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кулинари ытарлӑхӗпе гастрономи шӑрши-техӗмӗ талккӑшпех сарӑлнӑ, кӑштах ас тивсенех ароматлӑ ҫав пӗтӗм капӑр-илеме ҫинӗ чухнехилле шухӑш ҫӗклентерсе янипе ӳсӗрӗлсех кайнӑн туйӑнать.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл шӑмӑ сыпписене хӗскӗчпе туртать, янах шӑммине анаслупа ҫӗмӗрет; тата пылаклӑх, шӑм-шакра канман-пусӑрӑнман пылаклӑх талккӑшпех йӑваланать-пӑчӑртанать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пархӑт курткине карланки тӗлӗнче вӗҫертнӗ, кӗпин шурӑ виҫ кӗтеслӗхӗ уҫӑлнӑ, пӗр ури тӳррӗн тӑсӑлнӑ, тепри — пукан айӗнче, пичӗ манӑн пуҫ айккинчен таҫталла пӑхать — шухӑшлать; ҫапла ларнӑран вӑл пӗчӗк каютӑна талккӑшпех тултарса хунӑн туйӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак самантӑн чӑн-чӑнлӑхӗ хӑйӗн вӑйӗпе-хӑвачӗпе талккӑшпех хуптӗрлесе сарӑлнӑ усал тӗлӗк пек асаплантарать; пурнӑҫ хаклӑ йывӑрлӑх-тиев туйӑмӗнче, пӗр ҫак туйӑмра кӑна пӑчӑртанса ӗнтӗркет.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫывӑраканскерӗн сулахай алли, хул пуҫҫичченех ҫараскер, татуировкӑсемпе талккӑшпех хупланнӑ: яккӑрсем, ялавсем тата намӑссӑр темӗн тӗрлӗ ҫара хӗрарӑмсем.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫав вӑхӑтра, япаласен вӑрттӑн, тӗлӗнмелле шайлашуллӑ меслечӗпе, — эпир ҫакна хамӑрӑн ӑспа ытлах ӑнланаймастпӑр, анчах пурнӑҫра шӑпах ҫапла килсе тухмалла пулнӑ-тӑр, — «юрату» сӑмахӑн сас паллисем шрифтран пуля шӑратнӑ чухне ҫаплипех юлнӑ, унтан, ӑнсӑртран-и, ӑнсӑртранах та мар-и, — талккӑшпех пӗр пуля йышне кӗнӗ; пӗр бавар ҫав пульӑпа пӑшалне авӑрланӑ.
Вӗлерӳҫӗ-сӑмах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 335–336 с.