Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи каҫ иртсе пынӑҫемӗн ҫур ҫӗр ҫывхарать, ӑшӑ сывлӑшра ҫӑкапа резеда шӑрши кӗрет; чӳрече умӗнче, алли ҫине тӗренсе, хӗр ларать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине тайнӑ; вӑл, пӗрремӗш ҫӑлтӑрсем тухасса кӗтнӗ евӗр, ним чӗнмесӗр, тӳпенелле тинкерсе пӑхать.
«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.
Платье арки айӗнчен пушмак пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ; эпӗ ҫав пушмаксем умӗнче те пуҫӑма тайнӑ пулӑттӑм…Кончики ее ботинок выглядывали из-под ее платья: я бы с обожанием преклонился к этим ботинкам…
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Турӑ ҫырлахтӑрах! мӗнле шавлама пуҫланӑ пулӑттӑр, отделени начальникӗ хӑй те директора пуҫ тайнӑ пекех мана пилӗк таран пуҫ тайнӑ пулӗччӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл халех паштетсем, соуссем хатӗрлеме хушасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ, офицер господасем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаларӗ; лешсем хӑйсем те ӑна ытларах хисеплеме пуҫларӗҫ, кӑна вӑл вӗсен куҫӗсенчен тата пуҫ тайнӑ евӗр хуҫкаланкаласа илнинчен туйса тӑчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Шиллер хӑйӗн пуҫне каялла тайнӑ, пысӑк сӑмсине каҫӑртса хунӑ, Гофманӗ вара ун сӑмсине ике пӳрнипе хӗстерсе тепӗр аллипе атӑ ҫӗленӗ чух тытакан ҫӗҫҫине сӑмса патӗнчех ҫавӑркаласа тӑрать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл вакӑ патне вӗҫсе ҫитрӗ, мана пуҫ тайнӑ евӗр хӑйӗн ҫинҫе ури вӗҫҫӗн тайкаланса илчӗ те, хам ҫывхарсанах шапа пылчӑк ҫине чӑмнӑ пек, вакка сикрӗ.
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
Хуҫи пуҫне тайнӑ та, пурте шӑпланса ҫитсен, малалла выляма тытӑннӑ…
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сергей, пуҫне сӗтел ҫине кансӗррӗн тайнӑ та, пукан ҫинче хутланса ҫывӑрать, урисене хӑй, ача пек, айне пухса чикнӗ.Сергей спал, неловко склонив голову на стол, согнувшись на стуле, по-детски подобрав под себя ноги.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кӗпелӗх е костюмлӑх матери парсан, вӑл яланах шӑппӑн «спаҫҫипӑ» тенӗ, питпе зал еннелле тӑрса, пилӗк таран авӑнса пуҫ тайнӑ, именнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе хӑвӑртрах хӑйӗн вырӑнне ларнӑ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хыҫҫӑн ыттисем те ама ҫурине пуҫ тайнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл пуринчен те хӑюллӑ пулнӑ, ама ҫури патне чи малтан пырса, ӑна пуҫ тайнӑ, ытамласа чуп тунӑ.Она оказалась смелее всех — первая подошла к мачехе, поклонилась ей в ноги, обняла и поцеловала.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Игнат Савельевич арӑмӗ ҫине айккинчен ачашшӑн пӑха-пӑха илнӗ, сылтӑм аллипе картусне кӑшт сӗртӗнсе, хирӗҫ пулакан хресченсене пуҫ тайнӑ, — пӗрисене саламланӑ чухне аллине картус сӑмси патне илсе пынӑ, теприсене хисеплӗрех саламланӑ — картусне ҫӗкленӗ те, ӑна пӗр самант кукши тӗлӗнче тытса тӑрса, сайралса юлнӑ ҫӳҫӗсем ҫине пусса лартнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ват ҫын тавӗ сире! — унтан, пӗшкӗнсе, салтаксене пуҫ тайнӑ.
Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Мӗнле-ха ан килтӗр, сирӗн сиятельствӑ! — тенӗ те капитан, пуҫ тайнӑ.— Как же не хотеть, ваше сиятельство! — ответил капитан и тоже пригнулся.
Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Секунд-майор Суворов патне пынӑ, пуҫ тайнӑ.
Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Кил хуҫийӗ крыльца ҫине тухнӑ та казаксене пуҫ тайнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Партизансем ӑна сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ, тайнӑ пуҫӗсем ҫинчи ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ерошка пуҫне ытлашши тайнӑ пек, вӑл ҫапла юри тӑрӑхласа тунӑ пек туйӑнчӗ Оленина.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пысӑк шурӑ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑках мар майри вара, тулли кӗлеткеллӗскер, пуҫне айккинелле тайнӑ та кама та пулин халь ҫеҫ ырӑ ӗҫ туса панӑ евӗр пӑхса тарать.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Аллаппийӗ унӑн, тӑнлавӗпе ҫӳҫне кӑшт хупласа, айккинелле тайнӑ пуҫне тытса тӑрать.Кисть руки поддерживала несколько наклоненную голову, закрывая висок и часть волос.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.