Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнтах сарлака шлепкеллӗ, пылчӑкла вараланса пӗтнӗ шурӑ брюкине чӗркуҫҫинчен те ҫӳлерех тавӑрса хӑпартнӑ фотограф иртсе кайрӗ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл ҫырмана анчӗ те, шӑлаварне чӗркуҫҫи таран тавӑрса, тӑп-тӑрӑ шывпа урине ҫурӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫын ӑшчикки кӗрӗк ҫанни мар, ӑна тавӑрса пӑхма ҫук.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Конференцие пуҫтарӑннисем пӗтӗмлетсе ҫакна палӑртнӑ: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланать, апла ҫанӑ тавӑрса ӗҫе пикенмелле, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне талпӑнмалла.
Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/
Эп ӑна хытӑрах хӗсме тытӑнсан, ҫапла та тавӑрса хуратчӗ вӑл:
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Ӗҫлер, паянхи туйӑмсене, сӑмахпа шӑратса, халӑха тавӑрса парар.
Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Эпӗ ӑна тата вӑтӑр ҫултан тин хуҫине тавӑрса патӑм.
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Тавӑрса паракан чи пысӑк укҫа виҫи - 15 600 тенкӗ.
Ача ҫуратнӑшӑн тӳленин налук вычетне мӗнле илмелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3405096
Раҫҫей ҫӗрӗ халӗ те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксен юлашкийӗсене «тавӑрса парать».
Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106
Эпӗ тӑрӑшнине кура вӗсем ҫитӗнӳсем туни, тӗрлӗ конкурссенче мала тухни, экаменсене ӑнӑҫлӑ тытни вара малалла ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарать, — уҫать шухӑшне учитель.
Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/
Ҫулталӑкра 5000 килограмм таранччен сӗт сӑвакансене кашни килограмшӑн 1 тенкӗ те 37 пус тавӑрса параҫҫӗ.
Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑн: «Арҫын, тавара тавӑрса пар!» - тесе чупнӑ.
33-ри арҫын лавккаран пӗр ещӗк сӑра вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35630.html
Ҫав шутра — пӗчӗк техникӑна туяннӑ чухне 40 процент таранччен субсиди тавӑрса парасси», — ҫапла палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Уй-хир кунӗ иртнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%83%d0%b ... %bd%d3%97/
Ирсӗре тавӑрса тин чунӗ канасса шантарчӗ Кирилл.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
«Эпӗ сана юрататӑп», — тесе ҫырнӑ тепӗр хут таткине те Тоньӑна шутланӑ задачӑсемпе пӗрле тавӑрса пачӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Эппин, 60 пус тавӑрса памалла.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Хӗреслӗ саппун аркине хӑрах кӗтессинчен пилӗк пиҫҫи хушшине тавӑрса хӗстернӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Саня пӗр сӑмах та хирӗҫ тавӑрса калаймарӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
— Кӗтӳрен тарнӑ, мур, — терӗ вӑл, хӗрпе каччӑ хирӗҫ тавӑрса каласса кӗтсе илеймесӗрех малалла утса.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗр хирӗҫ тавӑрса калани илтӗнмерӗ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.