Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айккӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, кресло хыҫӗсенчен тыта-тыта, айккӑн утса, икӗ алӑк хушшинелле васкамасӑр тухать.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл тата пӗшкӗнерех пӑхрӗ те ӗне ытти чухнехи пек мар, урисене темле ярт тӑсса, айккӑн выртнине курчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ тунӑшӑн тытасран хӑранӑ пек, ҫынсем ҫинелле пӑхмасӑр, айккӑн хӗсӗнкелесе, чиркӳ старӑсти патне пычӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ыттисем сирӗн ҫине айккӑн пӑхӗҫ.

Сейчас вы будете вызывать недоумение у окружающих.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Катя, ҫисе тӑрансан, чашӑкпа кашӑкне ҫуса кӑмака умне айккӑн тӑратрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ятламас айккӑн ҫаврӑнса выртать те итлеме тытӑнать, унтан хӑй те мӑкӑртатса юрӑ юрлать.

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуррине яхӑн шыв тулнӑ шлюпка ҫыр хӗрринче айккӑн выртать.

Шлюпка, полная до половины водой, лежала на боку, на краю обрыва.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ботвельпе пӗрле кайнӑ чух вӑл ҫаврӑнчӗ те унӑн сӑнне, — эпӗ ӑна айккӑн куратӑп, — канӑҫсӑрлӑхпа аптӑравлӑх ҫапнине асӑрхарӑм.

Когда она отвернулась, уходя с Ботвелем, ее лицо, — как я видел его профиль, — стало озабоченным и недоумевающим.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ишсе ҫывхарнӑ май сакӑр ҫынна куратӑп, ҫав шутра пӗр хӗрарӑм, — вӑл борт ҫумӗнче айккӑн ларать, вантран тытнӑ; сӑнӗнченех ӑнлантӑм: вӗсем ҫав тери хытӑ тӗлӗнеҫҫӗ.

Подплывая, я увидел восемь человек, считая женщину, сидевшую на борту боком, держась за ванту, и понял по выражению лиц, что все они крайне изумлены.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑрман хӗрринче ҫыхса хунӑ лаша хӑех, айккӑн, мӗнле тӑрать ҫапла, урисемпе кахаллӑн хускаткаласа ун патне вирхӗнет тейӗн.

Лошадь, привязанная у опушки, казалось, неслась к нему сама, боком, как стояла, лениво перебирая ногами.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Дрибӑн тепӗр патронӗ кӗпҫе патне ҫитеймерӗ, фермер хӑвӑрттӑн чака-чака пычӗ те ҫӑварне уҫса хурса айккӑн лаплатрӗ, ҫавра тӑмсай куҫӗсем Горна вӗҫӗмсӗр тӗсеҫҫӗ.

Новый патрон магазинки Дрибба застрял на пути к дулу, он быстро попятился, раскрыл рот и упал боком, не отрывая от Горна взгляда круглых тупых глаз.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Акӑ эсир, — Гупи Горн ҫине айккӑн тӗмсӗлчӗ, — эсир мана килӗшетӗр.

— Вот вы, — Гупи посмотрел сбоку на Горна, — вы мне нравитесь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ганувер пӑхнӑ еннелле тӗмсӗлсе кӳпчем питӗнчи мӑн кӑмӑллӑ сӑнлӑ, йӗкӗлтевлӗ куҫ харшиллӗ, килпетсӗр тумлӑ ватӑ ҫынна куратӑп; итлесе пӗтерсен Дегуст йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, сӗтелрен ал тупанӗсемпе тӗревленчӗ, айккӑн пӑхкаласа хуравларӗ:

Смотря в том направлении, куда глядел Ганувер, я увидел старого безобразного человека с надменным выражением толстого лица и иронической бровью; выслушав, Дегуст грузно поднялся, уперся ладонями в стол и, посмотрев вбок, сказал:

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпир халӗ ҫыран айӗнче, ҫавӑнпах ҫил тӳлек вӗрет, ҫапах та айккӑн хыттӑн тайӑла-тайӑла ишетпӗр, хутран-ситрен борт ҫине хум шӑмпӑлтата-шӑмпӑлтата улӑхать.

Так как мы теперь были под берегом, ветер дул слабее, но все же мы пошли с сильным боковым креном, иногда с всплесками волны на борту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл пукан ҫинче айккӑн ларать, ун хыҫнелле сылтӑм аллине уснӑ, ҫӗрелле шуса аннӑ плащне сулахаййипе тытнӑ.

Он сидел боком на стуле, свесив правую руку через его спинку, а левой придерживая сползший плащ.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӑшне кансӗртерех — калама хӗн: йывӑр михӗсене ҫул пуҫламӑшнелле сӗтӗрекене-и, — вӑл хыттӑн, чӑн та, уҫӑ сывлӑшпа сывлать, е чавакана-и — вӑл ларса е айккӑн, ҫурри выртса е пӗкӗрӗлсе ӗҫлет.

Трудно сказать, кому приходилось хуже — тому ли, кто оттаскивал тяжелые мешки к одной стороне прохода, лучше и сильнее зато дыша, так как был ближе к выходному отверстию, или тому, кто рыл, — то сидя боком, то полулежа или стоя согнувшись.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Элли диван ҫине айккӑн сӗвенчӗ, Давенантпа Тортон, Гонзак ҫемҫе пукансем ҫинче.

Элли полулегла на диван, Давенант, Тортон и Гонзак поместились на креслах.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Льюз сивлеккӗн кулса кӑвайт ҫумне айккӑн ларчӗ, Паск катара вырнаҫрӗ, Энди темшӗн калпакне хыврӗ те ҫӳлелле ывӑтрӗ.

Льюз мрачно улыбнулся, присев боком к огню; Паск остановился в отдалении; Энди для чего-то снял шапку и подбросил ее вверх.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.

Он продолжал шарить глазами дальше и вскрикнул: везде, куда проникал взгляд, стояли или валялись на боку среди тонкой травы — кубки, тонкогорлые вазы, чаши и сосуды фантастической формы; золотые искры их, казалось, дышали и струились звездным потоком, меж ними сновали рыбы, переваливались черные раки, и улитки, подняв слепые рожки, ползали по их краям, осыпанным еле заметными в воде, выложенными прихотливым узором камнями.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Атвуд сулахай куҫ харшине курок пек ҫӗклерӗ, алӑк патӗнче айккӑн тӑчӗ те каютӑран тухрӗ.

Атвуд взвел, как курок, левую бровь, постоял боком у двери и вышел.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней