Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авӑсать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хоуик боцман вельбот хӳринче кӗсменпе авӑсать.

А боцман Хоуик возьмет кормовое весло.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку чӑнах та атте пулчӗ — ҫитменнине тата, урӑ: кӗсменсемпе пит йӗркеллӗ авӑсать.

И правда, это был отец — да еще трезвый, судя по тому, как он работал веслами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Григорий пӑхрӗ те хӗпӗртенипе тата сунарҫӑлла хумханнипе чӗри картах сикрӗ: пӗр тикӗшӗ, йӗркеленсе ӗлкӗрнӗ картаран уйрӑлса, хӑвӑрт аялалла анать, майӗпен те чарӑна-чарӑна илсе, ҫуначӗсемпе авӑсать.

Григорий повернулся и дрогнул от радости, от охотничьего волнения: один гусь, отделившись от уже построившейся гусиной станицы, резко шел на снижение, замедленно и с перебоями работал крыльями.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑртлӑхсем ҫаплах хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пулас вӗсен; хытхура, чул муклашкисем, вырнӑ анасем ирте-ирте юлаҫҫӗ тата ҫеҫенхир ҫийӗн ҫав хура кураксемех вӗҫеҫҫӗ те хӑлат ҫунаттисемпе васкамасӑр авӑсать.

Холмы всё еще тонули в лиловой дали, и не было видно их конца; мелькал бурьян, булыжник, проносились сжатые полосы, и всё те же грачи да коршун, солидно взмахивающий крыльями, летали над степью.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эсӗ ӑна ырӑ сӑмах калатӑн, вӑл ним шарламасӑр сӗлӗ кӳпет, хӳрине авӑсать.

Ты к нему, допустим, с добрым словом, а он молчком овес жрет и хвостом махает.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, икӗ урипе тапса, тутине ҫыртса авӑсать.

Он упирался обеими ногами и закусывал губу.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней