Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хумсем пӗрмаях чупнӑ, шӑмпӑртатнӑ, вӗсен вӗтелсех пыракан авӑнчӑк тӑррисенче е шурӑ кӑпӑк е тарӑн кӑвак пӗлӗт ӳкерчӗкӗ, е уйӑхӑн кӗмӗл ҫутийӗ, е тата хӗрлӗ хунарсен ҫутти — вӗсене ҫӑмӑл кимӗпе ҫӳрекен темле ҫын ҫутса ҫӳренӗ — курӑна-курӑна кайнӑ.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Петӗр ҫакна ҫамрӑк арӑмӗн сасартӑк кичемленнӗ куҫӗсенчен, вӑл пӗчӗк ача пек тутине тӑснинчен, авӑнчӑк хура куҫ харшийӗсем ҫӗкленсе илнинчен, тӑруках кӑмака патнелле васкаса утнинчен тата унта, упӑшки ҫине пӑхас мар тесе, ҫиллессӗн питлӗхпе кӗмсӗртеттернинчен ӑнланса илчӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл ҫемьери сӑн ӳкерчӗксене лартмалли рама, шкул валли темиҫе кантӑк хашаки, унтан арӑмӗ валли уйран ҫӳпҫи, пӗчӗк пичке, юлашкинчен Хуркайӑк ыйтнипе авӑнчӑк хыҫлӑ чӑн-чӑн венски тенкел турӗ.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Санин та хӑй лаши ҫине утланса ларчӗ: Марья Николаевна чӑпӑрккине сывлӑшра шартлаттарса илсе Полозов г-нпа сывпуллашрӗ, унтан хӑйӗн лашине лаптак та авӑнчӑк мӑйӗнчен ҫапрӗ; лаши кайри урисем ҫине тӑчӗ, малалла сикрӗ те, мӗнпур шӑнӑрӗсене чӗтретсе, тулхӑра-тулхӑра малалла ерипен кайрӗ.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ун авӑнчӑк хӗрри айӗнчен Санин ҫине пӑхса илчӗ те каллех карҫинка ҫине ӳпӗнчӗ.Она глянула на Санина из-под ее выгнутого края и снова наклонилась к корзинке.
XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Рыцарь питлӗхӗ ҫинче ылтӑн пиҫиххи пулать пирӗн; аялта, сылтӑм енче, — чалӑш хӗрлӗ хӗреспе йӑлмак, хӗресӗ ҫинче йытӑ выртать — ку ӗнтӗ хӑрушлӑха пӗлтерет; йытӑ ури айӗнче — шӑллӑ сӑнчӑр, ку — чуралӑх; симӗс шеврон, унӑн ҫӳлти вӗҫӗ тӑмхаллӑ, сенкер тӗс ҫинче виҫӗ авӑнчӑк йӗр, питлӗх варринче — герб, ун хӗррисене картласа эрешленӗ; ҫӳлте — хуп-хура таркӑн негр, хулпуҫҫи урлӑ вӑл ҫӑк ҫакнӑ, сулахай енчи хура йӗр ҫинче тӑрать, питлӗхе аялтан икӗ хӗрлӗ юпа тытса тӑраҫҫӗ — кусем эпир иксӗмӗр; девиз «Маggiorе frettа, — minorе аtt».
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Елена ҫӳлӗ, сӑнӗ тӗксӗм те шуранка, авӑнчӑк куҫхаршиллӗ пысӑк кӑвак куҫӗ тавра вӗтӗ хуратут пӗрчисем, ҫамкипе сӑмси тӳп-тӳрӗ, тутисем тӑп чӑмӑртанса тӑраҫҫӗ, янахӗ вара самаях шӗвӗр.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тоня авӑнчӑк хӑва тӗмӗ ҫийӗнчен пӗшкӗнсе, аллисемпе хӑва ҫулҫисене сирсе пӑхрӗ те хӑва айӗнче хӗвелпе пиҫнӗ, йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫийӗнчен ҫӳлелле тавӑрса янӑ ача ларнине курах кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫынсем нумайччӗ, анчах вӗсем татах йышланса пычӗҫ — ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех, ҫӗршер-ҫӗршерӗн… йӑлтӑртатса тӑракан мрамор стенасем ҫинче вӗсен мӗлкисем вӗлтлетме тытӑнчӗҫ, ҫӳллӗ те ҫутӑ куполсем — авӑнчӑк маччасем — айӗнче тӗрлӗ тӗслӗ сасӑсем шавласа, кӗрлесе тӑчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Анчах епле авӑнчӑк сӑмса, куҫӗсем тата мӑйракисем епле!
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Халь акӑ унӑн сӑнне манаймастӑп эпӗ, унран каҫару ыйтатӑп; ҫав шуранка пит-куҫа, ҫав шывланнӑ йӑваш куҫсене, авӑнчӑк мӑйӗ тавра сапаланнӑ ҫӳҫне, манӑн кӑкӑр ҫумне ҫемҫен сӗртӗннӗ пуҫне аса илни ман ӑша ҫунтарать.
XVII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Тӳперен ӳкекен имшер ҫутӑра чӳречен пӗчӗкрех те авӑнчӑк кантӑкӗ кӑваккӑн курӑнать.Небольшие, немного выгнутые стекла окошка тускло синели при слабом свете, падавшем с ночного неба.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Китайра туса хатӗрленӗ вазӑсене, сӗтел ҫине хумалли мрамор хӑмасене, авӑнчӑк йӗрсемлӗ, ылтӑнланӑ е ахаль грифсемлӗ, сфинксемпе арӑслан урисемлӗ ҫӗнӗ е кивӗ тенкел-пукансене, люстрӑсене, кенкетсене, пурне те пӗр ҫӗре купаланӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫырма хӗрне антӑмӑр та чӑнкӑ ҫыранран шыв вӑкӑрӗсен авӑнчӑк ӗнсисене пӑхса тӑратпӑр.Мы спустились к речке, стоим на крутом берегу и смотрим на выгнутые загривки выпей.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Иннокентий Петрович авӑнчӑк сӑмси ҫинчи куҫхаршине хускатса илчӗ:
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Пӑх-ха, тимӗрӗ авӑнчӑк, «курпунлӑ».
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Тарӑн ланкашкасем тӗлӗнче машинӑ силленсе, кисренсе илчӗ, анчах Пробатов пуҫӗнче арӑш-пирӗш шухӑшӗсем пӑтраннӑ пирки ҫакна сисмерӗ, хӑйӗн яланхи йӑлипе ҫил кантӑкӗ умӗнче авӑнчӑк тимӗр хӑлӑпран тытса пычӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел патӗнче венски пуканӑн авӑнчӑк хыҫӗнчен тытса, кӑшт пуҫне каҫӑртса тӑракан Ксенин пит-куҫӗнче темӗнле чӑрсӑр хӑюлӑх пурри сисӗнчӗ, ҫакна курсан, Дымшаков хӑй те савӑнса кайӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗччен чух кӗсьерен кашни кӑлармассерен вӑл Мишка чунне шухӑшламан ҫӗртен килсе кӗнӗ асаилӳсемпе хумхантарчӗ; вӑл вара ҫӑл ҫывӑхӗнчи шурӑ пӑспа пиеленнӗ тиреке, каҫ сӗмӗ карса илнӗ тӳперен тӑман вӗлтӗртетсе вӗҫнине, Дуняшкӑн вӗттӗн чӗтренекен ҫирӗп тутине те, унӑн авӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче ирӗлекен чӑлт-шурӑ юр пӗрчисене те аса илчӗ…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.