Поиск
Шырав ĕçĕ:
Озеров вара пӑсӑлса, ланкашкаланса пӗтнӗ ҫула, ун тӑрӑх майӗпен шӑвакан лавсене, пичӗсене тӑм илтернӗ, юрланса пӗтнӗ хӗрарӑмсем ҫӗмрӗк ҫуна тавра тата ҫул хӗрринчи канава пушатнӑ тырӑ миххисем тавра тӑнине курчӗ, Васька Голубцова та курчӗ вӑл: харсӑр ача, ашшӗн кӗске кӗрӗкне тӑхӑннӑскер, кӗрт тӑрӑх аран-аран ашса, васкаман хӗрарӑмсем патне пырать, вӗсене пушӑ аврипе юнаса хыттӑн кӑшкӑрать…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лаша хартлатса илчӗ — Виктор шартах сикрӗ; алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн, шӑппӑн утса пычӗ те саламат аврипе шаккарӗ.Всхрапнул конь — Виктор вздрогнул: на носках, крадучись, подошел к двери, постучал рукоятью плетки.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Быков, хӑйне ҫӑлакана автомат аврипе ҫапса ватнӑ та, унӑн ванчӑкӗсене йывӑҫ тӗмӗсем хушшинелле ывӑтнӑ.Быков добил свою спасительницу прикладом автомата и обломки раскидал по кустам.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫав вӑхӑтрах Бражников, мачча шӑтӑкӗнчен курӑннӑ эсэсовец пуҫне автомат аврипе ҫапса ҫурнӑ та ҫӗрелле сикнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, — терӗ Сергей, аллинчи саламат аврипе карттӑ ҫинелле кӑтартса, — ҫулсем пирӗн ниме юрӑхсӑр, машинӑсене пӗр хӗрхенмесӗр вататпӑр, йӗпе-сапаллӑ кӗр килсен вара — хӑть те хурах кӑшкӑр! — Ку тӗлте саламат аври вылянса илчӗ те карттӑн пӗтӗм тӑршшӗпех чупса тухрӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей саламатӑн шерепеллӗ аврипе станица тавра тӗллесе ҫаврӑнсан, ҫынсем сасартӑк симӗс садсене курчӗҫ — вӗсем Родниковскине йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ, площадьрен садсем еннелле, тротуарлӑ тата виҫӗ рет йывӑҫ лартса тухнӑ турӗ урамсем пур еннелле те, хӗвел пайӑркисем пек, тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑмла аврипе явкаланнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫинче пӗрмаях кайӑк-кӗшӗк хӗвӗшетчӗ, халӗ унта кӳлӗ капланса тӑрать: шывра кайӑксен пӗчӗк йӑвисем юхса ҫӳреҫҫӗ, ӑшӑх вырӑнсенче вара мӑнаҫ чарлансем пулӑ тытаҫҫӗ; ӗнер анчах хӑмӑш кашласа ларнӑ улӑхра паян улӑхӗ те, хӑмӑшӗ те ҫук — пурте шыв айне пулнӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑй ҫитет! — Макариха пушӑ аврипе картан ҫӳлти вӗрлӗкне шат! тутарчӗ те, Ерофей Кузьмич шартах сиксе илчӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Акӑ ӗнтӗ патефона уҫрӗҫ, аврипе, шарманкӑна ҫавӑрнӑ пек, заводить турӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпир виҫӗ утӑмра ҫеҫ пулнине курсан, вӑл сиксе тӑчӗ те тарма шухӑшларӗ, анчах малта пыракан капитан ӑна пӑшал аврипе ҫапрӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сасартӑк курах кайрӑм: эпӗ пӑшал аврипе ҫапса ӳкернӗ тискер этем вилмен иккен, анраса кайнӑ ҫеҫ.Вдруг я заметил, что тот дикарь, которого я ударил прикладом, не убит, а только оглушен.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Малта чупса пыраканӗ ман тӗле ҫитсен, ун патне сасартӑк чупса пытӑм та пӑшал аврипе ҫапса ураран ӳкертӗм.Когда передний поравнялся со мной, я неожиданно бросился на него и прикладом ружья сшиб его с ног.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тепӗр пилӗк минутран вӑл Полозова тыткӑна илчӗ, ҫамрӑксене командӑсем пара пуҫларӗ, икӗ кашӑк аврипе сӗтеле марш кӗвви е тата ҫавӑн пек темле япала шаккама тытӑнчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пушӑ аврипе ҫултан сулахаялла тӗллесе кӑтартать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов пӗр-иккӗ ярса пуссах алӑк патне ҫитсе тӑчӗ, — кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, ун аврипе Баннике тӑнлавран ҫапрӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сире хӑвӑра пурсӑра та ҫатма аврипе ҫапса вӗлерсе пӗтеретӗп, хам та шыва сиксе вилетӗп!» — тет.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шуйтта-а-ан! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унтан, тӗлӗрсе тӑракан лашана сенӗк аврипе тивертсе илчӗ.Че-е-орт! — зло крикнул он и замахнулся держаком навильника на придремавшего коня.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анкарти хапхи патӗнче ӑна Нагульнов хӑваласа ҫитрӗ, ҫӑра ҫӑм пусса илнӗ лапчӑк ӗнсинчен наган аврипе шаклаттарчӗ.У ворот его догнал Нагульнов, рукоятью нагана стукнул по плоскому густоволосому затылку.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов час-часах Марина шупка-хӗрлӗ йытпырши аврипе ҫыхланса пӗтнӗ тулӑ улӑмне сенӗкпе виҫшер пӑтӑн тире-тире илсе йӑтнисене, лобогрейка ҫинче ларса пынӑ чухне вӑл машинӑн шатӑртатакан ҫунаттисем айӗнчен ҫулса пӑрахнӑ тулли пӗрчӗллӗ урпа валемӗсене ыткӑнтара-ыткӑнтара хӑварнине вӑрттӑн савӑнса пӑхса тӑрать.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Черепица витнӗ пысӑк ҫурт умӗнче вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сиксе анчӗ те лашине пӗчӗк хапхаран ҫавӑтса кӗчӗ, чӑпӑркка аврипе хуллен ҫеҫ кантӑкран шаккарӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959