Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗсел аври темерӗн.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Тавах, — тавӑрчӗ Иван, хӑрах аллипе калум аври ҫине таянса.
Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн пурттипе аври хӑйпе пӗрлех.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, аллисене аври тӑрӑх ерипен ылмаштарса, хӑй патнелле туртма пуҫларӗ.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Карлав аври мар-и тата?
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Анчах чӑвашсен ҫакӑн пек сӑмах пур: кая юлсан — карлав аври теҫҫӗ.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пуртӑ аври хуҫӑлса кайрӗ, виҫӗ савӑл кӗрсе ларчӗ, ҫапа-ҫапа тукмак чӗркеленсе пӗтрӗ, хурама муклашки ҫав-ҫавах хӑнк та тумарӗ — ҫурӑлмарӗ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
Эп халиччен пуртӑ аври лартман, тавӑрать мана хирӗҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ун чух вара кар аври.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Пичче лупас айӗнче ҫава аври лартать.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл мана: саламат аври пулӗ, терӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл шывран шӗшлӗ аври пек кутамас пулӑсем турта-турта кӑларать.
Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тунисем — кашӑк аври ҫӳллӗш, вӗсем те пулин, тӑм тивнӗ пек, шуранка.Стебли не выше черенка ложки, и те подернуты белым налетом, будто инеем.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӑранӗсем — кӗреҫе аври тӑршшӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑй пушӑ аври пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ пулин те чӗринче вӑл темӗнле ҫӑмӑллӑх пуррине туя пуҫланӑ.И хотя сам остался толщиной с кнутовище, в душе все же ощущал удовлетворение и легкость.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сехре, пӗр ҫӗклем курӑкпа ҫӗрулми аври йӑтса пырса, ӑна картана ывӑтать, хӑй хӑрах аллине консервӑран юлнӑ кӗленче банка илет те качакине сума чӗркуҫленсе ларать.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Конюхсен пӳртӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл никам хутса ӑшӑтман килне таврӑнать те, апат пӗҫерсе ҫисе, ҫум пахчана ҫӗрулми аври йӑтма тухать.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ҫу-ук, — старик куртӑр тесе ҫӗҫҫине часрах йӗннинчен кӑларасшӑн пулчӗ Карачӑм, унтан ӑна аври таранах ҫӗр ҫине тӑрӑнтарса лартрӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре сентре ҫинчен тураман табак аври илчӗ те ун ҫулҫине алтупанӗ ҫинче ватма тытӑнчӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.