Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эсфирь (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче Эсфирь вӑйран кайса ӳкнӗ; патша аптӑраса кайнӑ, унӑн пур тарҫи Эсфире йӑпатнӑ].

- Но во время беседы она упала от ослабления; и царь смутился, и все слуги его утешали ее].

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсфирь каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ сан вырӑнта Турӑ Ангелне курнӑ пекех пултӑм, санӑн мухтаву умӗнче хӑранипе чӗрем чӗтресе кайрӗ; хуҫамӑм, эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, санӑн пит-куҫу тулли тивлет, тенӗ.

И сказала она: я видела в тебе, господин, как бы Ангела Божия, и смутилось сердце мое от страха пред славою твоею, ибо дивен ты, господин, и лице твое исполнено благодати.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ.

2. И простер царь к Есфири золотой скипетр, который был в руке его, и подошла Есфирь и коснулась конца скипетра, [и положил царь скипетр на шею ее и поцеловал ее и сказал: говори мне.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кайран ӑна ачаш сӑмахсемпе йӑпатнӑ: мӗн пулчӗ сана, Эсфирь?

Потом он утешил её ласковыми словами, сказав ей: что Есфирь?

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илемӗ чечекленсе ҫитнӗрен Эсфирь ытарайми хӳхӗм пулнӑ, пичӗ-куҫӗ, юратупа ҫуталса тӑнӑ евӗр, хаваслӑ курӑннӑ, чӗри вара хӑранипе сиксе чӗтренӗ].

Она была прекрасна во цвете красоты своей, и лице ее радостно, как бы исполненное любви, но сердце ее было стеснено от страха].

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Виҫҫӗмӗш кунне Эсфирь, [кӗлтума пӑрахса, хуйхӑ тумне хывса,] патша тумне тӑхӑннӑ, [вара капӑр та селӗмскер, Пурне те Курса Тӑракан Турра, Ҫӑлакана чӗнсе, хӑйпе пӗрле икӗ хӗрарӑм тарҫине илнӗ, ачашлӑхпа лӑпсӑр кайнӑ пек туса, пӗрин ҫине тайӑннӑ, тепӗр тарҫи вара хыҫалтан унӑн тумӗ аркине тытса пынӑ.

1. На третий день Есфирь [перестав молиться, сняла одежды сетования и] оделась по-царски, [и сделавшись великолепною, призывая всевидца Бога и Спасителя, взяла двух служанок, и на одну опиралась, как бы предавшись неге, а другая следовала за нею, поддерживая одеяние ее.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм!

И царица Есфирь прибегла к Господу, объятая смертною горестью, и, сняв одежды славы своей, облеклась в одежды скорби и сетования, и, вместо многоценных мастей, пеплом и прахом посыпала голову свою, и весьма изнурила тело свое, и всякое место, украшаемое в веселии ее, покрыла распущенными волосами своими, и молилась Господу Богу Израилеву, говоря: Господи мой!

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Мардохей вара кайнӑ та Эсфирь хушнӑ пек тунӑ.

17. И пошел Мардохей и сделал, как приказала ему Есфирь.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ: 16. кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.

15. И сказала Есфирь в ответ Мардохею: 16. пойди, собери всех Иудеев, находящихся в Сузах, и поститесь ради меня, и не ешьте и не пейте три дня, ни днем, ни ночью, и я с служанками моими буду также поститься и потом пойду к царю, хотя это против закона, и если погибнуть - погибну.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Мардохее Эсфирь сӑмахне пӗлтернӗ.

12. И пересказали Мардохею слова Есфири.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эсфирь ӗнтӗ Гафаха Мардохей патне ҫапла калама янӑ: 11. патша таврашӗнче ӗҫлекенсем те, патша ҫӗрӗнчи халӑхсем те пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ: патша чӗнмесӗр унӑн шалти картишне кӗнӗ кирек мӗнле арҫынна та, кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗр айӑп кӗтет — вилӗм; патша хӑйӗн ылтӑн туйине кам енне тӑсать — ҫавӑ ҫеҫ чӗрӗ юлать.

10. И сказала Есфирь Гафаху и послала его сказать Мардохею: 11. все служащие при царе и народы в областях царских знают, что всякому, и мужчине и женщине, кто войдет к царю во внутренний двор, не быв позван, один суд - смерть; только тот, к кому прострет царь свой золотой скипетр, останется жив.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].

7. И рассказал ему Мардохей обо всем, что с ним случилось, и об определенном числе серебра, которое обещал Аман отвесить в казну царскую за Иудеев, чтобы истребить их; 8. и вручил ему список с указа, обнародованного в Сузах, об истреблении их, чтобы показать Есфири и дать ей знать обо всем; притом наказывал ей, чтобы она пошла к царю и молила его о помиловании и просила его за народ свой, [вспомнив дни смирения своего, когда она воспитывалась под рукою моею, потому что Аман, второй по царе, осудил нас на смерть, и чтобы призвала Господа и сказала о нас царю, да избавит нас от смерти].

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?

5. Тогда позвала Есфирь Гафаха, одного из евнухов царя, которого он приставил к ней, и послала его к Мардохею узнать: что это и отчего это?

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эсфирь патне хӑйӗн хӗрарӑм тарҫисемпе хайранӗсем пынӑ та ӑна пӗтӗмпе каласа панӑ, вара патша майри шуйхансах ӳкнӗ.

4. И пришли служанки Есфири и евнухи ее и рассказали ей, и сильно встревожилась царица.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ.

22. Узнав о том, Мардохей сообщил царице Есфири, а Есфирь сказала царю от имени Мардохея.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ.

20. Есфирь все еще не сказывала о родстве своем и о народе своем, как приказал ей Мардохей; а слово Мардохея Есфирь выполняла и теперь так же, как тогда, когда была у него на воспитании.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эсфирь ячӗпе патша хӑйӗн пур аслӑ улпучӗ валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлекенсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, ҫӗрсене ҫӑмӑллӑхсем кӳнӗ, патшалла тараватлӑн хаклӑ парнесем салатнӑ.

18. И сделал царь большой пир для всех князей своих и для служащих при нем, - пир ради Есфири, и сделал льготу областям и роздал дары с царственною щедростью.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.

15. Когда настало время Есфири, дочери Аминадава, дяди Мардохея, который взял ее к себе вместо дочери, - идти к царю, тогда она не просила ничего, кроме того, о чем сказал ей Гегай, евнух царский, страж жен.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эсфирь сывлӑхне пӗлме, вӑл мӗнле пурӑннине пӗлме Мардохей кашни кунах хӗрарӑм ҫурчӗн картишне пыра-пыра кайнӑ.

11. И всякий день Мардохей приходил ко двору женского дома, чтобы наведываться о здоровье Есфири и о том, что делается с нею.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман.

10. Не сказывала Есфирь ни о народе своем, ни о родстве своем, потому что Мардохей дал ей приказание, чтобы она не сказывала.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней