Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эсфире (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.

Малый источник сделался рекою, и был свет и солнце и множество воды: эта река есть Есфирь, которую взял себе в жену царь и сделал царицею.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем?

12. И сказал царь царице Есфири: в Сузах, городе престольном, умертвили Иудеи и погубили пятьсот человек и десятерых сыновей Амана; что же сделали они в прочих областях царя?

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.

Так Аман Амадафов, Македонянин, поистине чуждый персидской крови и весьма далекий от нашей благости, быв принят у нас гостем, удостоился благосклонности, которую мы имеем ко всякому народу, настолько, что был провозглашен нашим отцом и почитаем всеми, представляя второе лицо при царском престоле; но, не умерив гордости, замышлял лишить нас власти и души, а нашего спасителя и всегдашнего благодетеля Мардохея и непорочную общницу царства Есфирь, со всем народом их, домогался разнообразными коварными мерами погубить.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.

7. И сказал царь Артаксеркс царице Есфири и Мардохею Иудеянину: вот, я дом Амана отдал Есфири, и его самого повесили на дереве за то, что он налагал руку свою на Иудеев; 8. напишите и вы о Иудеях, что вам угодно, от имени царя и скрепите царским перстнем, ибо письма, написанного от имени царя и скрепленного перстнем царским, нельзя изменить.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав кун Артаксеркс патша иудейсен тӑшманӗн Аманӑн ҫуртне патша майрине Эсфире панӑ; Мардохей ӗнтӗ патша умне тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Эсфирь вӑл хӑйӗн тӑванӗ пулнине каласа панӑ.

1. В тот день царь Артаксеркс отдал царице Есфири дом Амана, врага Иудеев; а Мардохей вошел пред лице царя, ибо Есфирь объявила, что он для нее.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.

7. И царь встал во гневе своем с пира и пошел в сад при дворце; Аман же остался умолять о жизни своей царицу Есфирь, ибо видел, что определена ему злая участь от царя.

Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?

5. И отвечал царь Артаксеркс и сказал царице Есфири: кто это такой, и где тот, который отважился в сердце своем сделать так?

Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫак иккӗмӗш кунӗнче те, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланӑ: Эсфирь, сана мӗн кирлӗччӗ? сана пурӗ те пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, парӑп сана, тенӗ.

2. И сказал царь Есфири также и в этот второй день во время пира: какое желание твое, царица Есфирь? оно будет удовлетворено; и какая просьба твоя? хотя бы до полуцарства, она будет исполнена.

Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эрех ӗҫнӗ чухне патша Эсфире каланӑ: сана мӗн кирлӗччӗ?

6. И сказал царь Есфири при питье вина: какое желание твое?

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче Эсфирь вӑйран кайса ӳкнӗ; патша аптӑраса кайнӑ, унӑн пур тарҫи Эсфире йӑпатнӑ].

- Но во время беседы она упала от ослабления; и царь смутился, и все слуги его утешали ее].

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ.

2. И простер царь к Есфири золотой скипетр, который был в руке его, и подошла Есфирь и коснулась конца скипетра, [и положил царь скипетр на шею ее и поцеловал ее и сказал: говори мне.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ вара патша кӑмӑлне йӑвашлатнӑ, вӑл васкасах хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑнӑ та тӑна кӗреймен Эсфире ыталаса илнӗ.

И изменил Бог дух царя на кротость, и поспешно встал он с престола своего и принял ее в объятия свои, пока она не пришла в себя.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Картишӗнче тӑракан Эсфире курсассӑн, патша кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ.

Когда царь увидел царицу Есфирь, стоящую на дворе, она нашла милость в глазах его.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Мардохей Эсфире хуравласа каланӑ: эсӗ, пӗтӗм иудейсенчен пӗри, унта, патша керменӗнче, ҫӑлӑнса юлӑп-ха тесе ан шутла.

13. И сказал Мардохей в ответ Есфири: не думай, что ты одна спасешься в доме царском из всех Иудеев.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Гафах каялла килнӗ те Эсфире Мардохей сӑмахӗсене каласа панӑ.

9. И пришел Гафах и пересказал Есфири слова Мардохея.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].

7. И рассказал ему Мардохей обо всем, что с ним случилось, и об определенном числе серебра, которое обещал Аман отвесить в казну царскую за Иудеев, чтобы истребить их; 8. и вручил ему список с указа, обнародованного в Сузах, об истреблении их, чтобы показать Есфири и дать ей знать обо всем; притом наказывал ей, чтобы она пошла к царю и молила его о помиловании и просила его за народ свой, [вспомнив дни смирения своего, когда она воспитывалась под рукою моею, потому что Аман, второй по царе, осудил нас на смерть, и чтобы призвала Господа и сказала о нас царю, да избавит нас от смерти].

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ.

22. Узнав о том, Мардохей сообщил царице Есфири, а Есфирь сказала царю от имени Мардохея.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ.

17. И полюбил царь Есфирь более всех жен, и она приобрела его благоволение и благорасположение более всех девиц; и он возложил царский венец на голову ее и сделал ее царицею на место Астинь.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.

16. И взята была Есфирь к царю Артаксерксу, в царский дом его, в десятом месяце, то есть в месяце Тебефе, в седьмой год его царствования.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсфире курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ.

И приобрела Есфирь расположение к себе в глазах всех, видевших ее.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней