Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Энӗш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак объекта вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Энӗш» автоҫул хӗррисене, Йӗпреҫ поселокӗнчен пуҫласа Улатӑр муниципаллӑ округӗ таран йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Макҫӑм ҫунса кайнӑ Ваҫухха юмӑҫ карчӑкӑн пир-авӑрне илсе сутнӑ хыҫҫӑн «пӗр-икӗ ҫул хушши выльӑх пусса аш-какайпа суту-илӳ тукаларӗ те Микула пулӑшнипе Энӗш юхан шывӗ ҫинче тӑватӑ чуллӑ тата кӗрпе тӑвакан чуллӑ арман лартрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ӗҫсемпе событисем Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсемпе хуласенче, пуринчен ытларах Энӗш шывӗ тӑрӑхӗнчи вырӑнта, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗпе ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртнине эпир романра кӑтартса панӑ ял-хула, хир-вӑрман, шыв-шур ячӗсенчен те сӑнласа панӑ, пӗтӗм ҫӗршыв пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ событисемпе пулӑмсенчен те куратпӑр: Варасӑр, Вӑлпуҫ, Минкӗш, Шӗмшер, Аманик, Пакӑш, Кармӑш, Шупашкар, Хусан, 1904 ҫулхи Российӑпа Япони хушшинчи вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ эпизодсем, 1905 ҫулхи Питӗр хулинчи юнлӑ вырсарникун, 1905–1906 ҫулсенчи чӑваш ҫӗршывӗнче пулса иртнӗ пӑлханусем т. ыт. те.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Макҫӑмсене Энӗш юханшывӗ урлӑ каҫсанах хуса ҫитрӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне лашасем, чӑн та, Энӗш шывӗ урлӑ каҫкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗш шывӗнче юшкӑнсӑр вырӑн та сахал мар.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хуйхӑ витӗр тухакан сасӑпа: — Айтурах, Ҫтаппан, ахалех мана йӑпатма тӑрӑшатӑн. Хӑвна ху та улталама кирлӗ мар. Тимӗр тӑлӑллӑ лаша ниепле те Энӗш шывӗ урлӑ каҫса кайма пултараймӗ. Каҫса кайма тытӑнсан та юшкӑна путӗччӗ, — терӗ те вӑл чарӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман сайралнӑ ҫӗре тухса пӑхрӗ те, ун куҫӗ умне Энӗш шывӗ, шыв урлӑ ем-ешӗл симӗс улӑх сарӑлса выртни курӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улӑхра Энӗш хӗвелпе йӑлтӑртатса, авкаланса выртать.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя Энӗш хӗрринче выляса ҫӳрет.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре аппа Шӗшлӗ Якурӗ Энӗш хӗррине дамба купалаттарать тенине илтнӗ: кунне ҫирӗм пус парать, тет.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ кӗпеллӗ хӗрсем Энӗш хӗрне вӑййа кайрӗҫ.

Помоги переводом

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫул май, Энӗш хӗрне пырса, шыв ӑшӑннӑ-ши тесе, алла чиксе пӑхрӑмӑр.

Помоги переводом

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Энӗш енчен шапасем лӑрлатни илтӗнет.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Энӗш хӗррине ҫитиччен уйӑх хӑпарчӗ, ҫап-ҫутӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ной карапӗ ейӳ кайнӑ Энӗш улӑхӗпе ишсе ҫӳренӗ, вара Паланкасси сӑмсахне пырса ларнӑ, терӗм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Энӗш ҫинчи чӗкеҫ, вӗҫсе пынӑ хушӑрах, шыв ҫине анса илнӗ пек, чун та, курка ҫине вӗҫсе анса, чӳхенсе илессине кӗтетӗп.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи те ав Энӗш хӗрринчи пахчине тӑватӑ капан утӑ лартнӑ.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хутаҫа ҫурӑм хыҫне ҫакрӑм та сукмаксӑрах Энӗш хӗрринелле утрӑм.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паян Энӗш хӗрринчи йӑмрасем айӗнче юрлани, кулни, алӑ ҫупса ташлани илтӗнмест.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней