Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Швабринпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Швабринпа старшинасем ун хыҫӗнчен кайрӗҫ.

Швабрин и старшины последовали за ним.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн илтни ҫинчен калаҫкаласа, Швабринпа пӗрле тухрӑм.

Я вышел вместе со Швабриным, рассуждая о том, что мы слышали.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Швабринпа та сайра-хутра тата ирӗксӗррӗн ҫеҫ тӗл пулкаланӑ; мӗншӗн тесен, эпӗ унӑн вӑрттӑн курайманлӑхне туяттӑм.

Со Швабриным встречался редко и неохотно, тем более что замечал в нем скрытую к себе неприязнь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Швабринпа эпӗ хам сывалнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех килӗштертӗм.

Со Швабриным я помирился в первые дни моего выздоровления.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тата Швабринпа иксӗмӗр хушӑри хирӗҫӗвӗн сӑлтавӗ пулса тӑнӑ сӑмахсем те ытла та ирсӗррӗн туйӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл сӑмахсенче ахаль кулса тарӑхтарса каланисем ҫеҫ мар, вӗсем юриех шухӑшласа каланӑ элек иккенне куртӑм.

Слова, подавшие повод к нашей ссоре, показались мне еще более гнусными, когда, вместо грубой и непристойной насмешки, увидел я в них обдуманную клевету.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна мана, Швабринпа хирӗҫсе кайса пуринне те сехрине хӑпартнӑшӑн, ҫемҫен ӳкӗтлекелесе ларчӗ.

Марья Ивановна с нежностию выговаривала мне за беспокойство, причиненное всем моею ссорою с Швабриным.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Швабринпа эпир иксӗмӗрех юлтӑмӑр.

А Швабрин и я остались наедине.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

А. И. Швабринпа, паллах ӗнтӗ, эпӗ кулленех курнӑҫаттӑм.

С А. И. Швабриным, разумеется, виделся я каждый день.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней