Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара, Пинкертон, тӗрме пуҫлӑхӗ, хӑйӗн шавлӑ хушаматне шӑпах ӗнтӗ суя бриллиантла ялтӑртатушӑн курайманскер, — яланах кӳлӗшӳллӗ; хӑйне мӗншӗн те пулин хисеплесси пирки калаҫни вара — э-э… сӳпӗлтетӳ ҫеҫ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
С.-Ж.-на суд килчӗ, бандитӑн шавлӑ ӗҫӗсем пирки айӑплава хыпаланса пуҫтарчӗ-пӗтӗмлетрӗ, хӳтӗлевҫӗпе айӑплавҫа ячӗшӗн итлерӗ те «хаваслӑ тӑлӑх арӑм» — гильотина — палӑртрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Хура Уйӑх хӗрринчи чиркӳсенчен пӗрин чанӗн шавлӑ сасси хулана пач кӗтмен ҫӗртен янӑратса ячӗ.гулкий набат одной из церквей предместья Черного Месяца внезапно огласил город.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Анчах шавлӑ халӑх ҫинче именетӗп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Шавлӑ вилӗмпе пӗтме тӗв турӗ те — ҫывхаракан ушкӑнра пуринчен те нумайрах шакӑртма ҫакса тултарнӑ шур сухала куҫӗсемпе шыраса тупрӗ.Решив умереть шумно, он быстро отыскал глазами наиболее почтенного, увешанного погремушками старика.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Акӑ кӗтесрен ку ҫӗр-шыври параппан тунсӑхлӑн ахлатни, какӑрсем хӑлхана ҫурасла ӳлени илтӗнсе кайрӗ — турра ӗненекенсен ҫӗрлехи процессине чӑтма ҫук шавлӑ музыка хавхалантарать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Хама шавлӑ, пуҫа ҫавӑрттаракан тата хаяр та илемлӗ бал хыҫҫӑнхи пек туятӑп, — пӑшӑлтатрӗ Энниок.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Акӑ мӗншӗн сирӗнпе… иксӗмӗр ҫеҫ каясшӑн: ыттисем вак-тӗвекренех шавлӑ тӗлӗнтермӗш туса хума васкаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Тытӑнчӑклӑ та кӑнттаммӑн калаҫнӑран, пурин ҫине те йӗрӗнсе пӑхнӑран, ыттисен хуйхи-инкекӗшӗн савӑнӑҫне пытарманран унпа туслашакан ҫукпа пӗрех; унӑн пӗр тус та ҫук; вӑхӑтлах юлташӗсем, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗри тусӗсем укҫа енчӗкӗ мӗнле пушанать — ҫав самантрах унран сивӗнеҫҫӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Пирӗн пуҫ тӑрринче кӑнтӑрла та, ҫӗрле те темӗскер уҫӑмсӑррӑн кӑлтӑртатать; ҫур сӑмахпа калаҫакансене таҫти аякри сирпӗнӳ евӗрлӗскер татать, ҫавӑн пек самантсенче сывлӑш хевтесӗр те хурлӑхлӑ, шавлӑ, тилӗрӳпе тата ыратуллӑ йынӑшупа, ҫухӑрашупа тулса ларать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑрманта, чӑнах та, шавлӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ.
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
Юлашкинчен тавар туянакан куҫне пӗр тӗс кӗчӗ-кӗчех; вӑл кантӑк патӗнчи ҫемҫе пукан ҫине вырнаҫрӗ, шавлӑ пурҫӑна вӑрӑм вӗҫӗнчен туртса кӑларчӗ, ӑна чӗр куҫҫи ҫине пӑрахрӗ те саркаланса ларчӗ, шӑл хушшинчи чӗлӗмӗ пирки мансах пусмана нимӗн хускалми сӑнама-тишкерме пикенчӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ассоль пиллӗк тултарчӗ ӗнтӗ; ашшӗн чӗр куҫҫи ҫине улӑхса ларса тӳмеленӗ жилет вӑрттӑнлӑхне уҫас тесе тӑрмашать е матроссен шавлӑ юррисене питех те кулӑшла юрлать; хӗр ачин самантран саманта улшӑнса тӑракан, кӑмӑллӑ сӑн-питне сӑнанӑҫем Лонгрен питӗнче ӑшӑ кулӑ палӑрма пуҫларӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Студентсен шавлӑ ушкӑнӗ хавассӑн калаҫса Атӑл хӗрринелле утать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ҫавӑнпа пурнӑҫран мӗн илме пултарнине илме ӗлкӗрес пулать, яланах пурнӑҫ уттипе утмалла, шавлӑ юхӑмра пулмалла.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ахальтен-им хӑнара ялан савӑк та шавлӑ Тоня паян сӗтел хушшинче шӑпӑрт ларать.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Паян кунта ирхи шурӑмпуҫлех «Черепаха» бронепоезд штабнӑй вагонсемпе ҫитсе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн пӗрин хыҫҫӑн тепри — шавлӑ эшелонсем, туп-тулли тиесе тултарнӑ составсем те шӑва-шӑва ҫитме пуҫлаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Командирсем унталла-кунталла ҫул тытма Главштабран приказанисем илсен: «Аван, тӑватпӑр» — тесе ответленӗ те, анчах вӗсем хӑйсен стратегине кӑна йышӑнакан тӑмаланчӑк шавлӑ отрячӗсем ҫӗмрӗк вагонсем ӑшӗнче ӑҫталла шутланӑ — ҫав еннеллех шунӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пур ҫӗрте те — ҫунакан кӑвайт куписем, унта та кунта пӗрле пухӑнса ларнӑ шавлӑ ушкӑнсем курӑннӑ, пур енчен те котелоксем чӑнкӑртатни, лашасем кӗҫенни илтӗннӗ; вагонсем таврашне портянкӑсемпе кӗпе-йӗмсем ҫакса тултарнӑ, вагонсем айӗнче нушапа ларнӑ ҫынсен ӳчӗсем шуралса тӑни курӑннӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.