Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сайра пӗрре вӑл ман ҫине чурӑс, арпашӑнчӑк та кулӑшла пӗчӗк кӑвак куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн пӑха-пӑха илчӗ, анчах эпӗ унӑн нар пек хӗрлӗ пичӗ ҫинче нимех те вуласа пӗлеймерӗм: ни майлӑ пулнине, ни хирӗҫ тӑнине.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ун чухне хуралнӑччӗ эпӗ, пӗтсе кайнӑччӗ, чурӑс курӑнаттӑм, халь акӑ эсир хӑвӑр умӑрта кӑмӑллӑ та чипер ҫыннах куратӑр.Я был чёрен, худ и дик, а теперь вы видите перед собой нормального, весёлого человека.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑшри хаваслану ӳснӗҫемӗн ӳссе пыни ҫакӑнта, Ҫурҫӗр чиккинче, типӗ ҫӗр ҫинчи чурӑс ту сӑмсахӗнче тӑракан пӗрремӗш салтакран пуҫласа пӗтӗм фрончӗпех туйӑнса тӑратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ӑнсӑртран» килсе тухман ҫак пурнӑҫ — вӗресе тӑратчӗ вӑл — ҫавӑ пур енчен те курӑнатчӗ, ҫынсем тата командующинчен пуҫласа пӗтӗм краснофлотецсене ҫитиех ҫак чурӑс чулсем хушшине ҫыпӑҫса ларнӑ пекех ҫирӗп вырнаҫнӑччӗ, вӗсем кӗрешессе те ҫӗнтерӳ пуличенех кӗрешетчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петьӑна та ҫак канӑҫсӑр кун ӗшентернӗ, йӑрӑ пулмашкӑн тесе выҫварлах вӑл эрех те сыпнӑ иккен, халӗ акӑ диван ҫинчех куҫне уҫи-уҫми выртать, чурӑс сӑмси ҫине пӑхсан, армак-чармакла алли-ури ҫине пӑхсан, Петрушка выртать тейӗн ҫав.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Крепоҫран, аулри пекех, ҫав сӑрт-тусемех курӑнаҫҫӗ-ҫке, леш чурӑс ҫынсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар вӗт.Из крепости видны были те же горы, что из аула, — а этим дикарям больше ничего не надобно.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кайран эпӗ Печорина хӑйнех каларӑм та, анчах вӑл: чурӑс черкес хӗрӗ ман пек савнӑ упӑшкипе телейлӗ пулӗ, терӗ, мӗншӗн тесен кунти йӑлапа эпӗ ҫапах та унӑн упӑшки пулӑп, Казбич хураха вара пӗрре асӑнтармаллах, терӗ вӑл мана.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Таврашӗпех чурӑс халӑх, кунсерен кунта хӑрушлӑх пур, тӗлӗнмелле ӗҫсем те пулса иртеҫҫӗ, ирӗксӗрех вара: пирӗн ҫавсем ҫинчен ытла сахал ҫыраҫҫӗ, тесе шеллетӗн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл мӑнаҫлӑ, чурӑс улпут теҫҫӗ, килтисене калама ҫук хытӑ тыткалать-мӗн, унпала никам та килӗштереймест, унӑн ятне асӑннипех пурте чӗтреҫҫӗ, тет, учительсене те (аves les outchitels) вӑл ним вырӑнне хумасть иккен, вӗсенчен иккӗшне хӗнесех вӗлернӗ пулать.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
21. Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет.21. Об Израиле же говорит: целый день Я простирал руки Мои к народу непослушному и упорному.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене: вӗсем Каин ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ, Валаам пек, мул илӗртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ, Корей пек чурӑс пулнӑран пӗтеҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ хӑвна мӗн каланине итле; ҫав пӑлханакан халӑх пек чурӑс ан пул; ҫӑварна уҫ та — Эпӗ мӗн панине ҫисе яр, терӗ.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала — итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и сана, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх.7. и говори им слова Мои, будут ли они слушать, или не будут, ибо они упрямы.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ: 15. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗ юлас тесессӗн, шӑматкун ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, Иерусалим хапхисем витӗр йӑтса ан кӗрӗр, 22. шӑматкун хӑвӑр ҫуртӑртан ҫӗклем йӑтса ан тухӑр, шӑматкун нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, шӑматкуна Эпӗ сирӗн аҫӑрсене хушнӑ пек тасалӑх тивлечӗ кӳрсе тӑрӑр, 23. анчах аҫӑрсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, чурӑс пулчӗҫ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ, 3. ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать, 4. тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат; 5. хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар».
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ чурӑс пулнине, мӑй шӑнӑрӗсем санӑн тимӗр иккенне, ҫамку пӑхӑр иккенне Эпӗ пӗлнӗ; 5. ҫавӑнпа та мӗн пуласси ҫинчен Эпӗ сана чылай малтан пӗлтерсе тӑтӑм, эсӗ: «манӑн йӗрӗхӗм турӗ ҫакна, ман йӗрӗхӗм — кӗлетке, йӑваласа тунӑ кӳлепе — ҫакӑн пек тума хушрӗ» теесрен ҫапла турӑм.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурӑс хӗрне хытӑ сыхла — вӑл сана тӑшман кулли ан тӑвайтӑр, сан ҫинчен хулара сӑмах-юмах ан ҫӳретӗр, санӑн халӑх умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.