Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ухмах сăмах пирĕн базăра пур.
Ухмах (тĕпĕ: ухмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Дезертир тесе суйни ухмахран та ухмах

— Прикидываться дезертиром больше чем глупо…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мӗн, сана пӗр ухмахран икӗ ухмах туса ямалла-и?

Сделать из одного тебя двух дураков?

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Артамашовӗ те чӑнах ухмах, те юри ухмаха перет…

Артамашов или в самом деле дурак, или только прикидывается дурачком…

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ, ухмахран та ухмах этем хӑраххи, хулпуҫҫисене сиккелентерсе илтӗм те, присяга пама та хатӗр, тесе персе ятӑм тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсем те каларӑм.

Я глупейшим образом пожал плечами и сморозил, что готов принять присягу, или что-то в этом роде.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ухмах, каснӑ-лартнӑ ухмахах ӗнтӗ!

— Дурак, истованный дурак!

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ухмаха ҫывӑрнӑ чух та ухмах тӗлӗксемех курӑнаҫҫӗ.

Дураку и сны дурацкие снятся.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗтри ухмах та, эсӗ тата ухмахрах…

Уж Митрий глупой, а вы на диковину…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр хут ухмаха юлмалла пулчӗ, усалсем каллех ахӑлтатма тытӑнчӗҫ: «ухмах, ухмах

Пришлось в другой раз быть дурнем, и чертанье пошло снова драть горло: «Дурень, дурень!» —

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: эсӗ, ват ухмах, халичченхи недоимкӑсене пухас вырӑнне, ялта йӗрке тӑвас вырӑнне, ху ухмаха ернӗ, иртӗнсе ҫӳретӗн…»

Дошло до нас, что ты, старый дурак, вместо того чтобы собрать прежние недоимки и вести на селе порядок, одурел и строишь пакости…»

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Хӑравҫӑ вӑл, ухмахран та ухмах!

— Трус дурней дурака!

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн каласси пур, ухмахран та ухмах пулнӑ ӗнтӗ, — килӗшрӗ Ваня.

— Да, уж глупее глупых были, что толковать, — согласился Ваня.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫыраканӗ те ухмах, консулӗ тата ухмахрах.

— Писака глуп, а консул еще глупее.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн ку таранчченхи пӗтӗм пурнӑҫа пула эсир ҫынсем икӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ: ухмахсем тата ултавҫӑсем; «Кам ухмах мар, вӑл ултавҫӑ, тем каласан та ултавҫӑ, — тесе шухӑшланӑ эсир, — ухмах ҫын ҫеҫ ултавҫӑ мар».

Вся ваша прежняя жизнь привела вас к заключению, что люди делятся на два разряда — дураков и плутов: «Кто не дурак, тот плут, непременно плут, — думали вы, — а не плутом может быть только дурак».

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ пур, ухмах, сана, аҫа йытта, кӑвакарнӑ пулин те юратса пӑрахнӑччӗ!

— А я, дура, и седого тебя, кобеля, прилюбила!

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!

— Видеть и слышать, как лгут, — проговорил Иван Иваныч, поворачиваясь на другой бок, — и тебя же называют дураком за то, что ты терпишь эту ложь; сносить обиды, унижения, не сметь открыто заявить, что ты на стороне честных, свободных людей, и самому лгать, улыбаться, и все это из-за куска хлеба, из-за теплого угла, из-за какого-нибудь чинишка, которому грош цена, — нет, больше жить так невозможно!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ҫын перет, саламатне шӑхӑртать, кӑшкӑрашать, ухмах пек, — ҫапла кӑшкӑрашнипе вӑл тискер кайӑкран вилеслех хӑранине пытарма тӑрӑшать.

Человек стреляет, щелкает бичом, орет как безумный,— он прячет в криках свой жуткий страх перед зверем.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Кашни ҫурт, темрен тӗлӗннӗ ухмах пек, ҫӑварне карса ларать, вӗсен ӑшӗнче — пӗлӗт пек тӗтӗм, йӗс трубасем ҫухӑрса нӑйкӑшни, орган ҫухӑрашни тата ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем.

Каждое здание стоит, точно удивленный дурак, широко раскрыв рот, а внутри него облако дыма, резкие вопли медных труб, вой органа и темные фигуры людей.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

— Анне калать — ухмах, тет!

— Мамка говорит — дурак!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Ухмах вӑл!

— Глупая она!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Аннене калатӑп та — вӑл, ухмах, кулать!

— А мамка, дурочка, смеется!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней