Поиск
Шырав ĕçĕ:
Имӗш вӑл «хуҫа», ыттисем вара — ун «тарҫисем».
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html
Вӑхӑчӗ хуран тавра сӗркеленсе лармалли мар, услап кахалсем! — аслатиллӗ ҫумӑр килнишӗн тарҫисем айӑплӑ пек, кӑшкӑрчӗ Вӑрӑм Палюк.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Авалхи Китайра чаплӑ та пуян чиновниксене — мандаринсене тарҫисем пуҫ айне минтер вырӑнне чултан, йывӑҫран, тимӗртен тунӑ тӑваткал япаласем хунӑ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Выльӑхсем выҫӑпа аптӑрани, ӳке-ӳке вилни байсен пуянлӑхне татах ӳстерсе пынӑ: чухӑнсем ҫука юлнипе вӗсен тарҫисем пула-пула тӑнӑ.
Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
«Ҫук, ҫук, ку офицер ҫеҫ мар, унӑн юнӗҫен тарҫисем те, салтаксем, этем ятне илтме тивӗҫ мар, — шухӑшларӗ Асмантей.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Государь-императорӑн шанчӑклӑ тарҫисем пулнӑ ялан.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тарӑхса кайнӑ майра-патша тарҫисем вара Перфильевпа ун юл-ташӗсене ҫакса вӗлересшӗн пулчӗҫ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун патне тарҫисем чупса пычӗҫ:
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Нӳхрепрен сӑрине саркавуй пичкинчен Аран ӗлкӗреҫҫӗ йӑтма тарҫисем, Хыпаланса ӗҫтереҫҫӗ хӗрарӑмсем пӳртӗнче, Ӑшӑтаҫҫӗ сӑрине, хатӗрлеҫҫӗ апатсем.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тата вӗсен тарҫисем те пур, — терӗ Кирук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Корольпе пӗр каварлӑн государство ӗҫӗсене туса пыракан ҫынсемпе правительствӑри сӗмсӗр ушкӑн, сутӑнчӑк дипломатсем — ҫаксем пурте, мул тӗнчин шанчӑклӑ тарҫисем пулса, чикӗ леш енчи «блоксемпе» «тӗнӗлсен» приказне кӑна кӗтрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ял пуҫӗсенчен, старӑстӑсемпе старшинасенчен, стражниксемпе уретниксенчен пуҫласа, стӑнавая, земски начальнике, исправнике ҫитиччен — пурте Михха тарҫисем пулса тӑраҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ял-йышӗн ҫӗрӗсене парӑм-сарӑмшӑн тытса илет, ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене хӑйӗн тарҫисем туса хурать, ялпа яла хирӗҫтерсе халӑх ҫӗрне ҫавӑрса илет, бурлаксене кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлеттерсе кӳпӗнсе пырать, улпута вӗлерсе унӑн именийӗн хуҫийӗ пулса тӑрать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хӑшпӗр тарҫисем Михха кил-ҫурчӗ тӗлӗнче ҫынсем вӗшкенине, хапха умӗнче чарӑнса тӑнине те курчӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тарҫисем тахҫанах вӑранса хӑйсен ӗҫне тытӑнчӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыттине тарҫисем тӑвасса шанчӗ вӑл.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эпир иксӗмӗр те Михха тарҫисем.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Турхан тарҫисем чӳклеме каясси пирки хуҫаран юри кӗрсе ыйтрӗҫ — камӑн кайма юрать, камӑн кайма юрамасть.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукайпа ун тарҫисем вӗсене ҫийӗнчех палласа илчӗҫ — Мамич-Бердейпе ун ҫыннисем.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тарҫисем ӑшра кулса пыраҫҫӗ: «Пирӗн те мӗскӗн ҫын ачисем…
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.