Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Авенир (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан Авенир Израильпе пӗтӗм Вениамин килӗ мӗн шухӑшланине Давида пӗлтерме Хеврона кайнӑ.

И пошел Авенир в Хеврон, чтобы пересказать Давиду все, чего желали Израиль и весь дом Вениаминов.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Авенир ӗнтӗ Вениамин ҫыннисене те ҫаплах каланӑ.

19. То же говорил Авенир и Вениамитянам.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.

17. И обратился Авенир к старейшинам Израильским, говоря: и вчера и третьего дня вы желали, чтобы Давид был царем над вами, 18. теперь сделайте это, ибо Господь сказал Давиду: «рукою раба Моего Давида Я спасу народ Мой Израиля от руки Филистимлян и от руки всех врагов его».

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мелхолӑпа пӗрле унӑн упӑшки те пынӑ, арӑмне вӑл Бахурима ҫитиччен куҫҫулӗ юхтарса ӑсатнӑ; анчах Авенир ӑна: таврӑн каялла, тенӗ.

16. Пошел с нею и муж ее и с плачем провожал ее до Бахурима; но Авенир сказал ему: ступай назад.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Авенир вара хӑйӗн элчисене Давид патне [Хеврона, вӑл пурӑннӑ ҫӗре]: камӑн ҫӗрӗ ку? тесе калама янӑ; тата ҫапла калама хушнӑ: манпа килӗшӳ ту та, манӑн аллӑм санпа пӗрле пулӗ, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне сан майлӑ ҫавӑрӗ.

12. И послал Авенир от себя послов к Давиду [в Хеврон, где он находился], сказать: чья эта земля? И еще сказать: заключи союз со мною, и рука моя будет с тобою, чтобы обратить к тебе весь народ Израильский.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ун патне Авенир кӗнӗ.]

[и вошел к ней Авенир].

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Саул килӗпе Давид килӗ хушшинче хирӗҫӳ пынӑ вӑхӑтра Авенир вара Саул килӗ майлӑ пулнӑ.

6. Когда была распря между домом Саула и домом Давида, то Авенир поддерживал дом Саула.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Давид тарҫисем вара Вениамин ҫыннисемпе Авенир тарҫисене нумайӑшне пӗтернӗ; вӗсенчен виҫҫӗр утмӑл ҫын вилнӗ.

31. Слуги же Давидовы поразили Вениамитян и людей Авенировых; пало их триста шестьдесят человек.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Авенир вара Иоава чӗнсе каланӑ: пире ӗмӗрӗпех хӗҫ пӗтерсе тӑрӗ-и?

26. И воззвал Авенир к Иоаву, и сказал: вечно ли будет пожирать меч?

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Авенир тавра Вениамин ҫыннисем пуҫтарӑннӑ та, ҫар ушкӑнӗ пулса, пӗр сӑрт тӑррине хӑпарса тӑнӑ.

25. И собрались Вениамитяне вокруг Авенира и составили одно ополчение, и стали на вершине одного холма.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Авенир, сӑннине каялла ҫавӑрса, ӑна хырӑмран чикнӗ; сӑнӑ ун витӗрех тухнӑ, вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилнӗ.

Тогда Авенир, поворотив копье, поразил его в живот; копье прошло насквозь его, и он упал там же и умер на месте.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Авенир Асаила тепӗр хут та каланӑ: хӑп манран — асту, чиксе пӑрахатӑп; вара Иоав пиччӳне мӗнле сӑн-питпе курӑнас-ха манӑн? 23. [ӑҫта пур ун пекки? таврӑн Иоав пиччӳ патне], тенӗ.

22. И повторил Авенир еще, говоря Асаилу: отстань от меня, чтоб я не поверг тебя на землю; тогда с каким лицем явлюсь я к Иоаву, брату твоему? 23. [и где это бывает? возвратись к брату твоему Иоаву.]

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Авенир ӑна каланӑ: сылтӑмалла е сулахаялла пӑрӑн та пӗр яш ачине суйласа ил те, унӑн кӑралне хӑв валли туртса ил, тенӗ.

21. И сказал ему Авенир: уклонись направо или налево, и выбери себе одного из отроков и возьми себе его вооружение.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Авенир ҫаврӑнса пӑхнӑ та: эсӗ-и ку, Асаил? тенӗ.

20. И оглянулся Авенир назад и сказал: ты ли это, Асаил?

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Асаил Авенира хӑваласа кайнӑ та Авенир йӗрӗнчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасӑр йӗрлесе пынӑ.

19. И погнался Асаил за Авениром и преследовал его, не уклоняясь ни направо, ни налево от следов Авенира.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Авенир Иоава каланӑ: яш ачасем тухчӑр та пирӗн умра тупӑшса илччӗр, тенӗ.

14. И сказал Авенир Иоаву: пусть встанут юноши и поиграют пред нами.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӗнтӗ Нир ывӑлӗ Авенир тата Саул ывӑлӗн Иевосфейӑн тарҫисем Маханаимран тухса Гаваон хулине ҫитнӗ.

12. И вышел Авенир, сын Ниров, и слуги Иевосфея, сына Саулова, из Маханаима в Гаваон.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах та Авенир — Нир ывӑлӗ, Саул ҫарпуҫӗ — Саул ывӑлне Иевосфея Маханаим хулине илсе пынӑ, 9. вара ӑна Галаад, Ашур, Изреель, Ефрем, Вениамин ҫӗрӗсен тата пӗтӗм Израилӗн патшине лартнӑ.

8. Но Авенир, сын Ниров, начальник войска Саулова, взял Иевосфея, сына Саулова, и привел его в Маханаим, 9. и воцарил его над Галаадом, и Ашуром, и Изреелем, и Ефремом, и Вениамином, и над всем Израилем.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Давид халӑха тата Авенира, Нир ывӑлне, кӑшкӑрса чӗнсе каланӑ: итле-ха, Авенир, тенӗ.

14. И воззвал Давид к народу и Авениру, сыну Нирову, говоря: отвечай, Авенир.

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид Авессапа пӗрле Саул ҫыннисем патне ҫӗрле ҫитнӗ; акӑ Саул чатӑрта ҫывӑрать, сӑннине хӑй пуҫелӗкӗ ҫумне тӑрӑнтарнӑ; Авенир тата халӑх ун йӗри-тавра выртаҫҫӗ.

7. И пришел Давид с Авессою к людям [Сауловым] ночью; и вот, Саул лежит, спит в шатре, и копье его воткнуто в землю у изголовья его; Авенир же и народ лежат вокруг него.

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней