Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗчӗсем (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Людмила Михайловна Чернова та палӑк умне тухса алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытма тивнӗ педагогсен, малалла вӗренме шутланӑ Вӑрмарти шкултан вӗренсе тухнӑ выпускниксен ӗмӗчӗсем пӗр шелсӗр татӑлни пирки каларӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ.

Помоги переводом

Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ачасем вара Хӗл мучипе Юр пикерен парнесем кӗтеҫҫӗ, хӑйсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Каччине, темле тутлӑ япала пек, ҫеҫен хир илӗртет, хӗрӗн ӗмӗчӗсем пачах урӑхла: ача-пӑча, коляскӑсем…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сергей Афанасьевич хӑнасене Чемей ӗҫченӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, вӗсен ыранхи тата пысӑкрах та ҫутӑрах ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартать.

Помоги переводом

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Ачасен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.

Помоги переводом

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Ҫыннӑн ҫутӑ ӗмӗчӗсем ҫинчен, унӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен тата эпӗ ыйтакан япала пӗрре те ултавҫӑллӑ ӗҫ мар, пачах та урӑхла, пархатарлӑ япала ҫеҫ пулни ҫинчен тем те пӗр философилесе пӗтертӗм.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Хӑйӗн ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса вӑл ӗненнӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫапла ӗнтӗ, литературӑ произведенин содержанине писатель кӑтартса паракан ӗҫсене, пулӑмссне (явленисене) хӑй мӗнле ӑнланнипе тата мӗнле ӑнлантарнипе пӗрлех унӑн шухӑш-туртӑмӗсемпе ӗмӗчӗсем те кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

И-и-и, ҫитмерӗҫ ҫав Аванкай ӗмӗчӗсем

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑшӑлтатса пуплесе ӗмӗчӗсем ӳсеҫҫӗ, Ҫавӑнпа та патшана килессине кӗтеҫҫӗ…

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.

Помоги переводом

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсем те, шӑварӑнса, папкаланса, тымарланса, сыпӑнсах пычӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович хӑйсен килне пӗрремӗш пынӑ чух Андрейӑн ӗмӗчӗсем пачах урӑхлаччӗ вӗт, вӑл заводран пӗр-пӗр ҫӗре тухса каяс шутлӑччӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эппин Шупашкар гидроэлектростанцийӗ шӑпах ӗнтӗ Ильичӑн ҫутӑ ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗнине кӑтартакан тата тепӗр маяк пек ҫуталса кайӗ!

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӗренекенсен ӗҫӗсемпе ӗмӗчӗсем вара, хӗрӳ шухӑш ҫӑмхине пӗр ҫип пулса пӗтӗрӗнсе ҫӑмхаланчӗҫ.

Челнок горячей мысли вплетал в нее дела, стремления и чувства самих учеников.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулсеренех вӑй илнӗ, ялсенче колхозсем тӗрекленнӗ — Куҫман пуясси пулман, ӗмӗчӗсем аркансах пынӑ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл мана хӑй ӗҫӗпе хапӑлласах паллаштарчӗ, малашнехи ӗмӗчӗсем ҫинчен те каларӗ, сӑмах майӗн ӑнӑҫсӑр председателе те ятласа илчӗ:

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пуласлӑхри ӗмӗчӗсем тата пысӑкрах.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней