Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫемӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсем иртнӗ ҫемӗн вӗсен ҫемйинче ултӑ ача ҫут тӗнчене килет.

Помоги переводом

90-мӗш ҫуркуннине кӗтсе илчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-ktse-ilc

Вӗсене вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫӗнетеҫҫӗ тата улшӑнусем кӗртсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Патшин куҫӗ куҫкалать Урха ҫинчен хӗр ҫине: Пӑхнӑ ҫемӗн вӑл туять Иккӗш пӗр юн иккенне.

Помоги переводом

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хырӑҫ-марӑҫ куланай Унӑн усси пит нумай — Ӳснӗ ҫемӗн ӳстерес, — Сисечченех сиктерес.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗмӗртенхи ҫут аслапай Аннӑ ҫемӗн ыйӑхлать, Пур чӗр-чун та унпала май Канас тесе лӑпланать.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр вӑхӑтра, пӗр ҫемӗн, пӗр пек тапрӗ икӗ телейлӗ чӗре.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вара унӑн «аялалла» пырӗ кашни кунах ӑша юхсашуса кӗрсе йӑва ҫавӑрнӑ «симӗс ҫӗленӗн наркӑмӑшшӑн» антӑхакан ӑшне кантарассишӗн ярӑнкалама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫурт патне ҫывхарнӑ ҫемӗн Пуриса уҫҫӑнах курӑна пуҫларӗ: ун тавра ҫур тӗнченех тӑтӑш тытса илнӗ чул хӳме хӳтернӗ, хӳме хапхи ҫине пысӑк хура сас паллисемпе «ТАМӐК» тесе ҫырса ҫапнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ак телей! — самант йӑрӑ савӑнӑҫ ҫупӑрласа илчӗ кӑмпаҫӑна, анчах машина ҫывхарнӑ ҫемӗн ку туйӑм майӗпе сӗвӗрӗлсе «ҫара», пуртӑпа вутта шарт! касса татнӑ пек кӗске, татӑклӑ пӗтӗмлетӗве-иккӗленӗве ҫаврӑнса тӗвӗнчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Анчах докладчик каланӑҫемӗн уҫӑлса пычӗ, унӑн сасси тӗрекленнӗ ҫемӗн тӗрекленчӗ, вара Липа та ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утнӑ ҫемӗн ӑна пухман пучахсем тата та йышлӑн курӑнакан пулчӗҫ, Ятман вара кӗлте ҫыхакансене вӑрҫмаллипех вӑрҫса илчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл патне ҫывхарнӑ ҫемӗн ҫынсем ытларах калаҫма лавсем ҫинчен сиксе анса час-час ҫуран утма тытӑнчӗҫ, хӑшпӗр лавсем ҫинчен ҫывракансене юр ӑшне те йӑвантаркаларӗҫ курӑнать.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей Липӑна яланхи пекех ӑшшӑн йышӑнчӗ, анчах калаҫнӑ ҫемӗн вӗсем хӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен асаилӗвӗсем паян кун та хӑлхара, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн тата уҫҫӑнрах, хыттӑнрах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Пурин пирки те пӗлмелле, унтан, сӑнаса пынӑ ҫемӗн, вӗлермелле.

Следует узнать про всех и, сообразно наблюдению, убивать.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл тӑрса ларнӑ та пирускӑ хумаллине кӑларнӑ, унтан тӑлӑп аркипе ҫинчен витӗнсе ӳпкӗн выртнӑ, анчах ҫилӗ унта та кӗнӗ, шӑрпӑксене тивнӗ ҫемӗн сӳнтерсе тӑнӑ.

Он сел, достал папиросочницу, лег брюхом вниз, закрывая полой от ветра огонь, но ветер находил ход и тушил спички одну за другой.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Халӗ вӑл вӑйланнӑ ҫемӗн вӑйланса пычӗ.

Теиерь же он все усиливался.

32. Шпионсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней