Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑйӑн пӗрремӗш ячӗ Capumon пулнӑ, анчах та Capumon ята маларах суту-илӳ марки пек регистрациленӗрен, вӑйӑ ятне Pocket Monsters, е Pokémon ят ҫине ылмаштарнӑ.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Подпольщиксем тӑваттӑн: «Штепсель» ят йышӑннӑ Василий Брезицкий, хуҫа арӑмӗн шӑллӗ, шурса кайнӑ, ҫивӗч куҫлӑ, типшӗм ҫын; ҫӑкӑр заводӗнчи рабочи — шурӑ ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ старик Топалов, ун вӑрттӑн ячӗ — «Юра пичче»; сехет маҫтӑрӗ Лабенок, вӑрттӑн ячӗ — «Валя»; атӑҫӑ Василий Григорьев, вӑрттӑн ячӗ — «Фунель».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Тонгӑра принца хисеплӗ ят параҫҫӗ, халӑх ӑн ҫак ятпа хисеплеме тытӑнать, вӑл унӑн харпӑр ячӗ вырӑнне пулса тӑрать.
VI Тупоу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%A2%D1%8 ... 0%BE%D1%83
Халӑхсен Аслӑ хускалӑвӗ хыҫҫӑн ҫак ҫӗрсем ҫинче герман йӑхӗсемпе аварсем тӗпленнӗ, каярахпа — римлянсем хыҫҫӑн юлнӑ пурӑну вырӑнне Стрегом ят панӑ славянсем вырнаҫнӑ, ку ят каярахпа Дунай урлӑ пӗлтерӗшлӗ каҫма патӗнче вырнаҫнӑ хулан хальхи ячӗ валли никӗс пек пулса тӑнӑ.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
Башньӑн юлашки ятне вара юрӑхлӑ ят шыраса тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн Бахрам Фарахваши ӑсчах, иранист профессор ят панӑ.
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
Иранри ислам революцийӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта башня ятне те, тӳрем ятне те Азади ят панӑ, перс чӗлхинчен ҫакӑ Ирӗклӗх пек куҫать.
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
«Требине» ят антика вӑхӑтӗнчи «Травуни» ятран пулнӑ — ҫак ятпа ӗлӗк-авал Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Котортан пуҫласа Дубровник таран сарӑлса выртакан тавралӑха (паянхи кунхи хулапа унӑн таврашӗнчи тусем те унта кӗнӗ) каланӑ пулнӑ.
Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5
Ял ячӗ тахҫанах ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ят ват ҫынсен халапӗсенче кӑна юлнӑскер пулнӑ (хӑйӗн суя ятне те ҫавӑнтанах илнӗ ӗнтӗ автор) — анчах Шупуҫҫынни, истори юхӑмӗнче вӑл ан ҫухалтӑр тесе, унпа поэмӑра усӑ курнӑ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ӗнтӗ текех ҫук Урха: Эпӗ тӗне кӗтӗм, ята улӑштартӑм, Чаплӑ вырӑс ятне хуртартӑм: «Алтаккин» манӑн ят, Урха юлать хушамат.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Нимӗҫсем кӳлле Plattensee ят панӑ; ҫак ятран кӳллӗн кивӗ вырӑс ячӗ пулса кайнӑ — Платенски е Платтенски.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
7) района пӑхӑнакан хуласем, хуласенчи районсем туса хурать, вӗсене ят парать тата вӗсен ячӗсене улӑштарать, ҫавӑн пекех халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсен ятне улӑштарать, ҫак ыйтусемпе йышӑннӑ решенисене РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумне ҫирӗплетме тӑратать;
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Унччен карап «Регина» ятпа акционерсен уйрӑм компанийӗн пулнӑ; Пэд, сӑмахсенче те тилӗрсе кайма хӑнӑхнӑскер, асӗнче хӑрушӑ мӗн пур ята асӑнса тухрӗ, анчах та, хӗрӳллӗ шухӑш хастарлӑхӗпе палӑрса тӑраканскер, пӗрре ят хучӗ те — «Тар ҫинчи фитильрен» чаплӑраххи пирки тӗлленмест те.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Каярахпа ҫав пролива чаплӑ тинӗс ҫӳревҫи ячӗпе Магеллан проливӗ тесе ят панӑ, ҫак ятпах эсӗ ӑна Кӑнтӑр Америка картти ҫинче тупатӑн.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Эпӗ вара… — е мана ҫапла илтӗнчӗ-и? — анчах эпӗ пӗр тӗлӗнмелле ҫынтан — унӑн ячӗ Мускавра пӗр ят, Харьковра тепӗр ят тенине илтсеттӗм, тата ӑҫта тенӗччӗ-ха?..
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫак ятран — каярахпа — пӗтӗм ҫӗр-шывшӑн пӗр ят тухать: «Атлантида»; ҫав таранччен вара ку ҫӗр-шыва Хӗвел сӑнлавӗсен тӗрлӗ-тӗрлӗ ячӗпе пайӑрлатнӑ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Йӑли тахҫан-тахҫанах ҫавнашкал ялйышӑн, Тӑван ҫӗршывӑн хуралне кӳлӗнме ят тухнӑ каччӑсене вӑл кашни хутӗнчех укӑлчана пуҫтарса пил парса ярать: «Аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен сумне яланах ҫӳлте тытӑр, ырӑ ятпа кайса ырӑ ятпа таврӑнса килӗр»…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Болла ячӗ унӑн хӑлхинче ҫӗрӗн-кунӗн янраса тӑнӑ, кӗл тунӑ чухне те чӗлхе ҫинчен кайман; вӑл Болла ятне «Мария» ят вырӑнне каланӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Подпольщиксене кашнинех вӑрттӑн ят парас терӗмӗр: манӑн хула комитечӗн членӗсене, ответлӑ организаторсене тата хампа ҫыхӑнса тӑракан юлташсене ят памалла, ответлӑ организаторсен — патриотла ушкӑнсен руководителӗсене, руководительсен — хӑйсен ушкӑнӗнчи членсене ят памалла.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӑна хастар Стэнли «Ливингстон» тесе ят панӑ, — анчах географсен вӑл ята, тен, Стэнлин хӑйӗн ячӗпе улӑштармалла пуль.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак ҫын Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче ҫирӗм пилӗк градус широта тӗлӗнче пырса чарӑннӑ та, ҫӗнӗ ҫӗрӗн ятне хӑйӗн карапӗн ячӗпе «Эндрахт» тесе ят панӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.