Поиск
Шырав ĕçĕ:
Говард стаканри ирӗлчӗке тӑкнӑ та, стакан тӗпне юлнӑ япаланӑн темиҫе пӗрчине типме тесе хут ҫине хунӑ.Говард вылил из стакана жидкость, а несколько крупинок осадка разложил на бумаге для просушки.
Гремучи ртуть // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫав монах, имӗш, кашни япаланӑн уйрӑмлӑхне, унпа мӗн тума май пуррине тӗпчесе пӗлме юратнӑ.
«Хаяр вут-хӗм сӑнни» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫын куҫпа курать, хӑлхипе илтет, сӑмсипе шӑршлать, чӗлхипе япаланӑн тутине пӗлет, пӳрнисемпе япалана хыпаласа пӗлет.Человек видит глазами, слышит ушами, нюхает носом, отведывает языком и щупает пальцами.
Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пур япаланӑн та пайӗсем хӑйне майлӑ пулаҫҫӗ.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1