Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем корпусӗсене хӑйне евӗрлӗ те тӗрлӗрен йӗркеленипе кӑна мар, янӑракан кӗввисем те расна пулнипе палӑрса тӑнӑ.
Кӗсье сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D3%97%D ... 1%87%D3%97
Тӗл пулӑва хапӑл тунисем Геннадий Айхи ячӗллӗ музейра тата ял вулавӑшӗнче пулнӑ, унӑн тӗнче шайӗнче 50 ытла чӗлхепе янӑракан сӑввисен пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнӑ, «Айги: тот самый поэт» кӗнекене пахаланӑ, юлашкинчен поэтӑн вил тӑпри ҫине кайса пуҫ тайнӑ, чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Геннадий Айхи сӑввисем 50 ытла чӗлхепе янӑраҫҫӗ // Канаш ен. https://avangard-21.ru/gazeta/51077-genn ... e-yan-racc
Тӗрӗс, вӗрентекен хӑш-пӗр сӑмаха темиҫе те калаттарса хӑшкӑлтарать: е пусӑм тӗрӗс мар тет, е янӑракан тата янӑраман хупӑ сасӑсемпе минретсе пӗтерет.
Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Шкул пӗтерни ҫинчен пӗлтерсе янӑракан шӑнкӑрав сассине кашни шкул ачиех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, музыка янӑракан йывӑҫ пӳртре ватӑ актриса пурӑннӑ пулать…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Виҫҫӗмӗш кунне тин тӗтре витӗр ун тавра салтак пуҫӗсем хускални курӑннӑ пек пулчӗ, пӗр чарӑнми янӑракан хӑлхара такамсем мӑкӑртатни илтӗнчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Хӑвараҫҫӗ-и мана ҫак ӗҫре, хӑвармаҫҫӗ-и?» — шутларӗ вӑл янӑракан пусма картлашкисемпе ҫӳлелле хӑпарнӑ май.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Мӗн тери ҫӗнтерӳллӗн янӑракан кӗвӗ!
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Эсир пырса ларӑр, ак кунта, — илтрӗ вӑл хӑлхара янӑракан шав витӗр.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кунта тӗрлӗ халӑх ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса, алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ, кунта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ӑста специалистсем строительство ӗҫне, завод цехӗсенчи ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, кунта таҫтан-таҫтан чи кӑткӑс, чи ҫӗнӗ оборудованисем килсе тӑраҫҫӗ, кунта, сунтал пек янӑракан вучах пек кӗрлекен стройкӑра, уйрӑм ҫын кӑмӑлӗ, ҫӗр ҫын кӑмӑлӗ, пин ҫын кӑмӑлӗ сунтал ҫинчи пек туптанать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Куллен янӑракан шӑнкӑрав сассине вӗрентекенсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.
«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571
Ҫав эпизодсем вара унӑн шкулти кун-ҫулне — вал шкула кӗресшӗн хапха умӗнче эрни-эрнипе кӗтнине, лаҫра мӗнле ӗҫленине, унӑн чуна пырса тивекен, ирӗке тухма чӗнсе янӑракан юррисене тӑтӑшах аса илтерчӗҫ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Илтрӗр-и, старейшинӑсем? — терӗ вӑл инҫене янӑракан тӗреклӗ сасӑпа.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сасси те ун янӑракан, пысӑк сас…
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Старик пӗвӗпе кӑштах кӗсле ҫине ӳпӗнчӗ, унӑн хытанка пӳрнисем ачашшӑн янӑракан хӗлӗхсем тӑрӑх чупса иртрӗҫ.
19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумайччен пӗтӗм чунтан киленсе итлерӗ вӑл ҫурхи шыв юххи пек пӗрре лӑпкӑн та хурлӑхлӑн, тепре ҫӗр ҫӗмӗрттерсе янӑракан кӗвве.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Моргиана шухӑшӗсем хӑй тӗллӗн янӑракан, ют сасӑ хӑвӑртлӑхӗпе юхаҫҫӗ, пӑлханупа куҫаҫҫӗ, Моргиана вӗсене сӑнать кӑна тейӗн.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хутран-ситрен урамсен мал енӗ балета аса илтерет, — унта ҫутӑ капламӗ, чечексем, лашасем, ҫынсен капӑр-селӗм тӑвӑрлӑхӗ, — ҫынсем маскӑсемпе тата маскӑсемсӗр пин-пин юмахран тухнӑ тейӗн, — карнавал шавӗ хулан мӗн пур кӗтесӗнче янӑракан кӗвӗ-ҫемӗпе хутӑшса кайнӑ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паллӑ марскер хура пустав кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпи ҫийӗн — сенкер кӗленче тӳмеллӗ кӑвак жилет, сӑран шӑлаварпа, хулӑн тӗплӗ сӑран атӑпа; пӗртен пӗр капӑрлӑхӗ — хыттӑн янӑракан ункӑллӑ кӗмӗл шпорсем.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.