Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ, Аркадий Павлыч каланӑ тӑрӑх, патшалӑх ҫынни, ҫӳллех мар, сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ те патмар, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, янкар пӗчӗк куҫлӑ, сарлака сухаллӑ ҫын.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Эсир пӑхатӑр — ҫав тарӑн та янкар тӳпе сирӗн шӑлӑрсене хӑй пекех тасан йӗртерет; тӳпери пӗлӗтсем пекех, вӗсемпе пӗрле сирӗн чунӑрта телейлӗ асаилӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑрахӑн иртсе пыраҫҫӗ; сире хӑвӑра вара сирӗн курӑм, аяккаран та аяккарах кайса, хӑйпе пӗрле сире хӑвӑра та ҫав лӑпкӑ та «ҫутӑлса тӑракан тӗпсӗрлӗхе илсе кайнӑн туйӑнать, вара ҫав ҫӳллӗшрен, ҫав тарӑнӑшран уйӑрӑлма май килмен пек туйӑнать…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ӑҫта та пулин, инҫетре-инҫетре, витӗр курӑнакан янкар тӳпе татӑкӗ ҫинче пӗр-пӗр ҫинҫе турата вӗҫлесе уйрӑм ҫулҫӑ пӗр сиккелемесӗр ҫакӑнса тӑрать, унпа юнашарах, пулӑ тытмалли шуҫ вӑлтана аса илтерсе, тепӗр ҫулҫӑ хумханать; ҫак хумхану ӗнтӗ ҫиле пула мар, хӑй халлӗн пулнӑн туйӑнать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Янкар тӳпере, ҫав тери ҫӳлте, кая юлнӑ ҫурхи юр пек, сарӑрах-шурӑ тӗслӗ, усӑнса аннӑ парус пек, чӑсмака та лаптак сайра пӗлӗтсем аран-аран куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпир темиҫе утӑм та ярса пусма ӗлкӗреймерӗмӗр, пире хирӗҫ хӑмӑшлӑх чӑтлӑхӗ ӑшӗнчен чылаях имшеркке вӗшле йытӑ чупса тухрӗ, ун хыҫҫӑнах самаях якалса пӗтнӗ сюртук, хӗрлӗ-кӑвак янкар тӗслӗ йӗм тӑхӑннӑ, ҫӗтӗк атти ӑшне урине васкаса чикнӗ, мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ тата хулпуҫҫи урлӑ пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал ҫакса янӑ пӗр вӑтам ҫулхи ҫын тухрӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Малалла кайнӑҫемӗн вӗсен кӳлеписем япӑхрах палӑракан пулаҫҫӗ; вӗсене темӗнле кӑвакрах янкар карса илет, вӗсем кӑшт ҫеҫ палӑракан тӗтре ӑшне путаҫҫӗ те юлашкинчен кӑвак тӳпепе хутшӑнса каяҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Типӗ ҫил вӑркӑштарса чӳхентерекен тӗтреллӗ янкар витӗр хӗвел ҫырма тӑррине шуса хӑпарчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хура янкар, сарӑлнӑҫем сарӑлса, пушшех пысӑк лаптӑк йышӑнчӗ.Черная мгла простиралась вширь, занимала все большее пространство.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
22-мӗшӗнче шуҫӑм ҫутипех тӳпене тӗссӗр кӑвак янкар карса илчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кунӗсем вара шӑрӑх, пӑчӑ янкар йӑсӑрланса юхать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каҫалапа хӗвеле ҫутӑ янкар хупласа илчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ту урлӑ каҫсанах куҫ умне тип-тикӗс ҫӗр курӑнчӗ, инҫетре ҫурри таран кӑвак янкар ӑшне пулнӑ сӑртсен йӑранӗ тӑсӑлса выртни курӑнать…
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей тусан хуплайман шыв кукӑрне курчӗ, вӗлтӗртетсе юхакан янкар витӗр кӑштах палӑракан урапана, вӑкӑрсене, шыв хӗрринче пӗчченех тӑракан хӗре асӑрхарӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Таҫта ҫӳлте кӑтрашка шурӑ пӗлӗтсен ушкӑнӗ витӗр, тарӑн варти сулхӑн ҫаран пек сенкерлӗх йӑлтӑртатать, хутор ҫинче, ҫуртсен хӗрсе кайнӑ тимӗр виткисемпе тусанлӑ урамсен шӑплӑхӗ ҫинче, хӑр ҫилсем типӗтсе саратнӑ курӑклӑ килкартисем ҫинче янкар шӑрӑх вӗлтӗртетсе тӑрать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл тап-таса та кӑпӑшка, янкар пӗлӗт тӗслӗ!
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1