Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ялкӑшса (тĕпĕ: ялкӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урамсенче ҫунакан ҫӗршер те пиншер лампочка ҫути вара кунӗн-ҫӗрӗн куҫ умӗнче ялкӑшса тӑчӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Хитре пурҫӑн пек йӑлкӑшакан кӑн-кӑвак пӗлӗт ҫинче йӑлтӑр хӗвел ялкӑшса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Николай Михайловичӑн куҫӗнче кӑмӑллӑ кулӑ ялкӑшса илчӗ те сӳнчӗ.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ӗнтӗ аслӑ совет ҫӗршывӗ ҫийӗн пулас ҫӗнтерӗвӗн савӑк ҫути уҫҫӑнах ялкӑшса ҫунма пуҫларӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпӗ пӗлетӗп, — учителӗн кӑвак куҫӗсем халӗ хаяррӑн ялкӑшса ҫунчӗҫ, шуранка пичӗ ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кашни хулашӑн, кашни ялшӑн, кашни утӑм ҫӗршӗн калама ҫук хаяр ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ, — учителӗн хавассӑр куҫӗсем ҫуталчӗҫ, вӗсенче вӗри хӗлхем ялкӑшса илчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫӳлте кӑн-кӑвак пӗлӗт пурҫӑн евӗр йӑлтӑртатать, ылтӑн хӗвел ялкӑшса ҫунать, кӗмӗл тӗслӗ ҫӳхе пӗлӗт таткисем курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Аппа куҫӗнче хаяр хӗлхемсем ялкӑшса илчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Акӑ пӗринче хӗрлӗ ҫутӑ ялкӑшса илчӗ…

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лаҫра вут ялкӑшса ҫунать, пысӑк хуранра шыв пӑсланса ӑшӑнать.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл пуҫ ҫийӗнче ялкӑшса ҫунакан ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса выртрӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ялкӑшса ҫунакан ҫулӑм ҫине сивӗ шыв сапса сӳнтернӗ евӗр, манӑн тӑруках хавхаланнӑ кӑмӑла ҫак сӑмахсем самантрах пусарчӗҫ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑшпӗр асаилӳсем, тӗттӗм тӳпери ҫутӑ ҫӑлтӑрсем евӗр, нихӑҫан та сӳнмеҫҫӗ, ӗмӗрлӗхех ӑшра ялкӑшса ҫунаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шурӑ пир анлӑшӗнче ҫутӑ кӑвак, шурӑ тата ылтӑн тӗслӗ вӗт шӑрҫасем йӑлтӑртатаҫҫӗ, шӑрҫапа кӗмӗл тенкӗсенчен пухнӑ капӑрсем ялкӑшса вылянаҫҫӗ.

Помоги переводом

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пирӗн вӑхӑтра (ытла аякка юлман тапхӑрсене ҫеҫ илӗпӗр) тӑватӑ ҫул хушши урӑм-сурӑм хӑрушӑ вӑрҫӑ пӗр саманта чарӑнми ялкӑшса, кӗрлесе тӑчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫиҫӗмӗ ҫине-ҫинех ялкӑшса илет — такамӑн шӑрпӑкӗ ҫилпе сӳнет те, хуҫи ӑна татах чӗртме хӑтланать тейӗн.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Ҫулӑм ялкӑшса, ахӑрса сылтӑмран ҫывхарать.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗн куҫӗ ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр ҫыннӑнни евӗр ялкӑшса ҫунать, тути хӗрри чӗтрене-чӗтрене илнипе сӑнӗ тискеррӗн курӑнать.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней