Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ылханса (тĕпĕ: ылхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ вӑл амӑшех, хӑть те мӗнле хаярлансан та ылханса хӑртмасть ачи-пӑчине:

Помоги переводом

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асаплӑ вӑрҫа пуҫлакансене, нимӗҫ фашисчӗсене ылханса пӑртак лӑпланать хӗрарӑм чӗри.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан ӗлӗк хӑйсем, вунӑ лавпа тиенсе, юрласа, макӑрса, кӑшкӑрашса, такама ылханса Ҫӗпӗре кайнине аса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чыхланӑр! — вӑл, кӑшкӑрашса, такама ылханса, улӑхалла кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ кун каярах ҫеҫ-ха вӑл кинне чут ҫеҫ ылханса хӑварманнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ма ӑҫта та пулин тӑрӑнса пуҫӗ ҫуралмарӗ-ши унӑн?» — чун-чӗререн ылханса илчӗ Платун.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вара, культ ҫине ылханса кӑна пурӑнма, паллах, килте лӑпкӑн ларни е трибунӑсем ҫинчен сӑмахсем калани те ҫителӗклӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Вилме маннӑ кӗрӗве чунтан ылханса парнелетӗп…»

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӳсеймен Унтрей, хытӑ вӑрҫнӑ ӑна, малашне те кун пек хӑтланатӑн пулсан — кирлӗ ҫӗре систеретӗп, тенӗ те, хунями вара ӑна темтепӗр каласа, ылханса, питӗнчен сурсах тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тимӗр тӑлӑ сасси янӑранӑ кунта, йынӑшни, ылханса вӑрҫни илтӗннӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл вара, хӑйне хӑй ылханса, йывӑррӑн ахлатрӗ те тепре ҫӗрелле йӑванса кайрӗ…

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳсе старик шурлӑха чикеленсе анчӗ те, юшкӑн ҫӑта-ҫӑта пупа ылханса усал сӑмахсем кӑшкӑра пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тавар киммисене пурлаксем тӑвалла Ҫыран хӗррипеле тӑрмашса туртаҫҫӗ: Кӑҫкӑрса, ылханса, юрӑ юрла-юрла, Кӑкӑр-ҫурӑмсене ӗҫпеле ватаҫҫӗ…

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӳршӗ окопсенче йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ фашистсене чӗререн ылханса вӑрҫрӗ, тахӑшӗн вилес умӗнхи юлашки сасси пулчӗ…

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Юрать-ха хирӗҫ хурӑнташӗсем, пускилӗсем, кукамӑшӗ ачасене хӑйсене тӑлӑх халлӗн туйма памарӗҫ: вӗсене пӑрахмарӗҫ, пултарнӑ таран, ӗҫпе те, татӑк ҫӑкӑрпа та пулӑшрӗҫ, куҫҫульленсех шеллерӗҫ, йӑпатрӗҫ, чун кӳттермӗш ҫын ҫиен Гитлере ылханса, чун-кӑмӑлпа ҫирӗпленме, пурнӑҫра малалла талпӑнма чӑтӑмлӑх сунчӗҫ, ҫак ачасене вутне панине шывне те парах, тесе Турӑран пулӑшу ыйтрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн «ӗҫ костюмӗпе» иртсе пынӑ май, Элеонора ӑшӗнче тӳрккес те кӑнттам чӗлхе ҫӑварлӑ Фабиана ылханса ятлаҫрӗ.

Шагая в споем костюме «работницы», Элеонора мысленно проклинала Фабиаиа, этого грубияна.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чунӗ кӳтсе килнипе мастер хӑйӗн будкинчи савӑт-сапасене, инструментсене ҫапса сирпӗнтерни, ури айӗнче мӗн пуррине йӑлтах таптани, вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчене ылханса хаяррӑн кӑшкӑрашни чылай вӑхӑт илтӗнсе тӑрать вара.

Долго еще слышно было, как он в своей будке швыряет посуду, инструменты, топчет что попадается ему под ноги и клянет все на свете.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ваттисем, халӑх тухса пӗтессе кӗтсе, стенасем ҫумнерех хӗсӗнме тӑрӑшаҫҫӗ, Якку аттене ылханса вӑрҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр эрнелӗхе тесе килнӗскерсем, вӗсем Тарье упӑшкипе ывӑлне, вӗсен тӑванӗсене ылханса,, килӗсене саланчӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней