Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шикли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек, Степнов ун ҫумӗнчен хӑравҫӑ мулкач пек пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапларах ҫырчӗҫ ӗнтӗ Петр Васильевич ҫинчен хаҫатсенче ҫав ҫулсенче, чӑннипе вара вӑл ун чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пекрех хӑтланнӑ: Карсаков вӑхӑтсӑртарах вилнӗ хыҫҫӑн «Сельхозтехникӑра» ӗҫлекенсем Петр Васильевич ҫине чалӑшрах пӑхма, пуршӑн-ҫукшӑнах чӑкӑлташма пуҫланӑ, ҫавна хӑйӗнчен маларах унӑн ҫывӑх юлташӗ — шкулта пӗр класра вӗреннӗ Ярабаев сиснӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек хӑтланнӑ ӗнтӗ Упандиров.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ, теҫҫӗ…

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен, хӑвӑрах пӗлетӗр, ун пек чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ, теҫҫӗ, хӑранӑҫемӗн ытларах хӑратӑн, пуҫ аташсах каять, ухмах шухӑшсем ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Потому что, вы знаете, когда вот так боишься — чем дальше, тем хуже, час от часу становится не легче, в голове все путается, — вот и делаешь бог знает какие глупости!

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней