Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗвӗлтетни (тĕпĕ: чӗвӗлтет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫулхи ача чӗвӗлтетни темӗнле нушана та мантарса ярать иккен…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«… Пирӗн ӗҫ ҫинчен аса илнисем, кимӗпе ярӑннинчен ача чухнехи хаваслӑх, пӗве ҫинчи шап-шурӑ акӑш, пысӑк тӑрна савӑлӗ чӗвӗлтетни, чӗререн тухакан юрӑсем, кӑвайт тӗтӗмӗ, сӑмаварта вӗретнӗ курӑклӑ чей шӑрши — ҫакӑ пурте пирӗншӗн малашнехи пурнӑҫшӑн хавхалану пулса тӑчӗҫ», - аса илнӗ Валентина Дорофеевна Васильева.

«… Приятные воспоминания о нашей работе,детский восторг от катания на лодке, белоснежный лебедь на пруду, курлыканье большого журавлиного клина, задушевные песни, дым костра и аромат травяного чая из самовара - всё это стало для нас стимулом на дальнейшую жизнь» - поделилась воспоминаниями Валентина Дорофеевна Васильева.

Тӗлпулу каҫӗ "Чунпа ан ватӑлӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3464415

Пур кӗтесре те, лапкӑшӗпе, пӗтӗм вӑрманӗпе тем тӗрлӗ чӗвӗлтетни, чӑп-чӑп! тутарни тӗлӗнмелле уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унта та кунта хаваслӑ кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗмӗл чӗлӗхсем такама мухтаса юрланӑ пек е такама кунта йыхӑрнӑ пек янраҫҫӗ, вӗсен сассинче пӗрре хӗрсен чӗрене кайса тивекен юрри, тепре вӑрманти кайӑксем чӗвӗлтетни, тепре тата садри шӑпчӑкӑн илемлӗ кӗвви илтӗнсе тӑрать.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫерҫисем пӳрт тӑрринче чӗвӗлтетни те Соня чӗринче хавхалануллӑ туйӑмсем ҫуратрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫил кашланипе кайӑк-кӗшӗк чӗвӗлтетни ҫумне инҫетри урӑхларах сасӑ хутшӑнса илтӗнчӗ.

Через шорох ветра к гомонливой трескотне птиц примешался далекий чужой шум.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кун пек каласа чӗвӗлтетни те йӑлӑхтарса ҫитерсен, Раджа кайӑк йӑвине ҫӗмӗрме хушрӗ.

И так надоела радже ее болтовня, что он велел разорить гнездо.

Раджапа кайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пурте шӑп пулчӗҫ, тулта ҫерҫисем чӗвӗлтетни те илтӗнчӗ.

Стало так тихо, что слышно было, как за окном чирикали воробьи.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗвел ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн кайӑксем нумайтарах, вӗсем чӗвӗлтетни те савӑнӑҫлӑрах.

Чем выше солнце, тем больше птиц и веселее их щебет.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чӳречерен хула шавлани, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра ҫерҫисем чӗвӗлтетни илтӗнет.

Из окна слышался городской шум и чиликанье воробьев в палисаднике.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫерҫисем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн чӗвӗлтетни илтӗнет.

Слышно, как хором щебечут воробьи.

Савӑнӑҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Арӑмӗ, ӑслӑн, ӑшшӑн пуплеме тӑрӑшса, ытлашшипех ывӑнтармалла чӗвӗлтетни ӑна та кӑмӑла килменнине часах туйса илтӗм эп.

Я видел, что ему тоже не по нутру вроде бы и очень милое, но очень утомительное щебетание супруги.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Огневойӗнче Маковей чӗвӗлтетни илтӗнет:

Слышно было, как на огневой щебетал Маковейчик:

XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӳрт умӗнчи пахчасенче кайӑксем чӗвӗлтетни тата хӑма тротуар тӑрӑх утакан Залкиндпа Алексей урисен сасси ирхи ыйхӑллӑ шӑплӑха сирет.

Утреннюю сонливую тишину нарушало лишь стрекотание птиц за палисадами домов да стук сапог Залкинда и Алексея по деревянному тротуару.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ак ку, ҫерҫи ушкӑнӗ чӗвӗлтетни витӗр, чепчен сасси илтӗнет.

 — А это из-за щебетания воробьиной стаи слышен голос малиновки.

IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Унӑн шыв юхнӑ евӗр чӗвӗлтетни каҫсенче кичем янрать, ир ҫинче вара хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ пек туйӑнать.

Её цвирикающая переливчатая песенка задумчиво-грустно звучит вечерами.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

После надрывного стенания машины его мягко обняла тишина, какая бывает только поздней осенью в лесу, полная неясных шорохов, близкого побулькивания ручья, треска сучьев, непонятного писка.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн ыйхине ҫерҫисем пӳрт ҫунаттипе чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче ҫуркуннехи пек ҫуйхашса чӗвӗлтетни татрӗ.

Разбудило его громкое, как весной, чулюканье воробьев под застрехами крыши и за наличниками окон.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней