Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑштӑртаткаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таҫтан, ҫӗр айӗнчен, тухнӑ пек туйӑнакан шав пӗрре шӑй-шай шӑхӑрать, тепре йывӑррӑн ахлатать, хушӑран чӑштӑртаткаласа илет.

В неумолкающем, словно идущем откуда-то из-под земли гуле слышались пронзительные высвистывания, таинственные шорохи, тяжелые вздохи.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней