Поиск
Шырав ĕçĕ:
уҫҫӑнраххӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ларать-ха унӑн юман юпи масар хӗрринче, — темле хӗрарӑма виҫе стакан тапак тултарса панӑ хыҫҫӑн Хумккан сасси уҫҫӑнраххӑн илтӗнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Участокри ҫынсем те ҫӗнӗ мастерпа уҫҫӑнраххӑн калаҫма пуҫларӗҫ.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫак шухӑш ӑна ерипентерех уттарчӗ, вӑл ӑшӑ шаль тутӑрпала лайӑхрах чӗркенчӗ те, малта ӑна нумай инкексем, кӳренӳсем кӗтсе тӑнине, вӗсенчен ӗнтӗ ниҫта та тарса пытанма ҫуккине тата уҫҫӑнраххӑн туйса илчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери килӗшӳсӗрлӗхсемпе хирӗҫӳсем манӑҫа тӑрса юлнӑ, иртнӗ кунсем асне уҫҫӑнраххӑн туха-туха тӑма пуҫланӑ: пахчари хурлӑханлӑх ҫапах та тӗлӗнмелле те илӗртӳллӗ чӑтлӑх пек туйӑннӑ, ӑна ашшӗ пирвайхи хут лаша ҫине утлантарни, хӗвеллӗ ир ашшӗпе пӗрле сухаланӑ ана ҫинче пирвайхи хут сӳре хыҫҫӑн утни аса килнӗ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Страницы:
- 1