Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ученӑйпа сухаҫӑн, строительпе юрӑҫӑн, ытти ӗҫченсен килӗсене чӑваш эрешӗ нумай-нумай ҫул хушши илем кӳрсе тӑрӗ-ха.Старинные узоры еще долго-долго будут украшать жилье ученого и землепашца, строителя и певца…
Автортан // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Мӗскӗн ученӑйпа ун юлташӗсем, Дик Сэндпа Томсӑр пуҫне, хӑйсем Америкӑра иккенне халӗ те ӗненчӗҫ-ха, ӗненмесӗр тӑма сӑлтавӗ те ҫукчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Роберт ученӑйпа юнашар пырать, чӗрӗ, нимӗн те пулман пекех хаваслӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпир санпа ученӑйпа ученӑй калаҫнӑ пек калаҫрӑмӑр, пӗр-пӗрне тӗрлӗрен йывӑр задачӑсем патӑмӑр; юлашкинчен, манӑн сана пӗр кӑткӑс задача пама тӳр килчӗ те, эсӗ вара тарӑн шухӑша путрӑн.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чаплӑ ученӑйпа сывпуллашма моряксем, карап тӑвакансем, ученӑйсем, студентсем, ахаль ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри питӗ нумаййӑн пынӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
- 1