Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утӑмлакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асаплӑ самант хыҫала юлсан Пурис аяккалла пӑрӑнчӗ те, пуш аллипе умра «курӑнса килмен инкеке» сирсе пымалла выляткаласа, тӑлланӑ пек кӗскен утӑмлакаласа, мӗхле-мӗхле малалла кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Санӑн та, Васса, хӑрах йӑран, манӑн та хӑрах йӑран, манӑн санӑннинчен ансӑртарах пек, — тет Спанюк, анине утӑмлакаласа илсе.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней