Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

улшуҫсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам ҫеҫ кайсан, улшуҫсем чавса тӑршшех лартӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗпе юнашар вырӑн ҫине ларчӗ те, лашине мӗнле тӗл пулнине, ӑна улшуҫсем мӗнле илсе кайнине йӗркипе каласа пачӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти улшуҫсем ахӑлтатса кулчӗҫ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улшуҫсем кайри урама пухӑнаканччӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улшуҫсем лаша суйланӑ пек.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Часрах суту тума килӗр, улшуҫсем!

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эсӗ улшуҫсем лаша ҫинчен калаҫнӑ пек калаҫса ларатӑн.

— Нет, это ты говоришь как меняла про лошадь.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулӑҫсем, улшуҫсем, тӗрлӗ вак ӑстасем ларса тухнӑ кунта.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав лерелле, улшуҫсем патне кай, — аллипе айккинелле кӑтартса ирӗксӗртен тавӑрчӗ Ахтупай.

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пасарӗнче улшуҫсем хӑйсен лашисемпе мар, чеелӗхӗпе ӑмӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улшуҫсем пӗр-пӗрне калаҫма памасӑр вӗҫӗмсӗр тем кӑшкӑрашаҫҫӗ, лашисене пушӑпа е ҫара алӑпа ҫапа-ҫапа мухтаҫҫӗ, вӗсен хакне вунӑ хут ӳстерсе ыйтаҫҫӗ, чакарнӑ чухне вара пӗр-пӗрин тӳсӗмлӗхне сехечӗ-сехечӗпе тӗрӗслеҫҫӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хамӑр ҫамрӑк лаша Гнедко вырӑнне ӑна, ӳсӗрскере, хулари улшуҫсем аран уткалакан, ватӑ, ҫурма суккӑр кӗсре кӳлсе янӑ.

Вместо Гнедко, молодого нашего коня, городские барышники запрягли ему, пьяному, старую, полуслепую кобылу, которая еле передвигалась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Усламҫӑсем вӗсен мускулӗсене хыпашларӗҫ, пур енчен те пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, лашапа сутӑ тӑвакан улшуҫсем пек, шӑлӗсене тӗрӗслерӗҫ.

Перекупщики ощупывали их мускулы, оглядывали их со всех сторон, заглядывали им в рот, точь-в-точь как барышники, покупающие на ярмарке лошадей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

20. Пӗр-икӗ хутчен вара тӗрлӗ тавар сутакансемпе улшуҫсем Иерусалим тулашӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

20. И ночевали торговцы и продавцы всякого товара вне Иерусалима раз и два.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней