Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах паян икӗ пӗчӗк чӳрече ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе хупӑрланса килнӗ каҫ тӗттӗмне хуса яма пултараймарӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Тарье малтанах пӳрте кӗчӗ, унта нумай та тӑмарӗ, тӳрех лавккана тухрӗ, кунта нӳхрепри пекех пӑч тӗттӗмне курса, пӗр хушӑ ним ӑнланмасӑр тӗлӗнсе тӑчӗ..
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак сӑмахсене илтен Гент кавир ҫинчен асӑрханса ҫӗкленчӗ, карӑ хыҫнелле, пусман ҫурма тӗттӗмне, чакрӗ те ерипен анма пуҫларӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сыхлӑха хытарсах ҫитереймен самантпа усӑ курса, ҫӗр тӗттӗмне тухса чӑммалла-и?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хутран-ситрен, вут хытӑрах ҫунсан, вут ҫути ҫӗр тӗттӗмне шӑтарса, инҫетерех кайса ӳкет.Пламя, вспыхивая, изредка забрасывало за черту того круга быстрые отблески.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
«Ашхабад», ҫӗр тӗттӗмне хӑратса ярасран шикленнӗ пек, хуллен те кӗскен кӑшкӑрса илет, унӑн урапи малтан ерипен, унтан хӑвӑртрах та хӑвӑртрах ҫаврӑнма пуҫлать, пӑрахут кимӗ ҫумӗнчен иртсе каять, часах унӑн мӗлки тӗттӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалать, хӳрери каюта ҫутисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл йывӑҫ тӗмӗсене сирнӗ, шӑтӑка кӗнӗ те ҫӗр айӗнче пысӑках мар хӑвӑл тӗттӗмне курнӑ.Он отогнул кусты, пролез в отверстие и очутился в полутьме небольшого подземного грота.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ирхи шурӑмпуҫӗ тин ҫеҫ-ха Сапун-ту тӗлӗнчи пӗлӗте хӗретме пуҫларӗ; тӗксӗм-кӑвак тинӗс ӗнтӗ хӑй ҫийӗнчи ҫӗр тӗттӗмне хывса пӑрахрӗ те, савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса выляс тесе, ирхи хӗвелӗн пирвайхи пайӑркине кӗтет; бухта енчен сивӗ сывлӑшпа тӗтре шӑвӑнса килет; юр ҫук, йӑлт хура, анчах ирхи сивӗ пите чӗпӗтет, ура айӗнче кӑчӑртатать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Каҫ сулхӑнӗ пуссан, пӗр урам хӗрринчи лаштра йывӑҫ айне кукленсе ларнипех, ҫӗр тӗттӗмне сирӗлтерсе, ир ҫутине кӗтсе илчӗ.Отчаявшись, он присел под раскидистым вязом на окраине города и так и скоротал летнюю ночь.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗвел анса ларнӑ; тӗттӗмленнӗ хирпе коляска пырать, каҫ тӗттӗмне кайса ҫухалса, пӗр тикӗс те салху янӑракан чан сасси илтӗнет.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Каҫ тӗттӗмне ҫиҫӗм шӑр та шар ҫура-ҫура ярать.
10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсем пӗр самантрах каменоломньӑн пӑчӑ тӗттӗмне хумхантарнӑ.Они мгновенно насыщали душную тьму каменоломен острой тревогой.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Стара-планинан тӗксӗм катрамӗсем ҫӑлтӑрсем патнелле шӑппӑн кармашаҫҫӗ, каҫ тӗттӗмне пула вӗсем ҫывӑхра пек туйӑнаҫҫӗ.Темные громады Стара-планины безмолвно вздымались к звездам и во мраке ночи казались близкими.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав хӑрушӑ, сенкер хӗҫ каллех тинӗс тӗпӗнчен ҫӳлелле йӑлтӑртатса хӑпарать, хӑпарать те, каҫ тӗттӗмне тепӗр хут касса, ҫӗнӗрен, анчах та халӗ ӗнтӗ тепӗр еннелле тӑсӑлса выртать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Чӗпкуҫ ҫути каҫ тӗттӗмне шӗветет, амӑшӗ, шӑнасран витӗнкӗҫпе витӗнсе вырӑн ҫинче выртать, кӳршӗ арӑмӗ унӑн ури вӗҫӗнче, Татьяна Родионовнӑна элеклесе ларать.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
19. Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20. Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1