Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хӑйсен тӗпренчӗкне маттур салтак пулма пехилленӗ.
Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Перекетлӗ пурӑнма вӗренчӗ ял халӑхӗ — паянхишӗн ҫеҫ мар, ытларах ыранхишӗн шухӑшлать, кашни ҫӑкӑр тӗпренчӗкне, кашни чӗптӗм услам ҫуне шутлать, ытлашшине пуҫтарса фронта ӑсатма уйӑрса хурать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юратӑва, хӳтлӗхе тата ҫепӗҫлӗхе хӑвӑн чун тӗпренчӗкне нимӗн шеллемесӗрех парнелемеллине пытармасть.
Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html
Ҫӑмӑлах килмест-ха пӗччен хӗрарӑма тӗпренчӗкне пӑхма тата кил хуҫалӑха тытса пыма.
«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html
Паранкӑ ҫисе тӑрансан ҫав япалан пӗчӗк тӗпренчӗкне ҫӑвара хыпсан, хӑсмастӑн.
Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Карчӑк хӑйӗн тӗпренчӗкне, хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине чун-чӗрен пӗтӗм ӑшшипе, сӑвапӗпе кӗтсе илме хатӗрленни куҫкӗретех курӑнать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ.
Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html
Ҫӑкӑр тӗпренчӗкне сапалакан этеме тирпейсӗр тесе шутланӑ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кун пек чухне тӗпренчӗкне лӑплантарма аслисем «Ҫук!» тенине те илтнех ахӑртнех.
Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html
Капсюль тӗпне шалтан гремучи ртуть тӗпренчӗкне ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Капсюль // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Упӑте юлашки ҫӑкӑр тӗпренчӗкне ҫӑвара хыпрӗ те вӗҫтере пачӗ хӑй ҫулӗпе.
Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Буратино унӑн патнелле йӑпшӑнса пычӗ те, миндальрен тунӑ пирожнӑй тӗпренчӗкне ывӑҫ тупанӗ ҫине хурса, ӑна тӑсса пачӗ.Буратино протянул ему на ладони крошки миндального пирожного:
Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Малтанлӑха ҫакнашкал ҫӳрени килӗшетчӗ пек, анчах кайран, шӑп ҫавна пула, хам ӑна хисепленин юлашки тӗпренчӗкне те питӗ хӑвӑрт ҫухатрӑм.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем ҫӑкӑр тӗпренчӗкне ярса илчӗҫ те тӗрлӗ еннелле сӗтӗрме пуҫларӗҫ.Они ухватились за хлебную крошку и тащили ее в разные стороны.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӗр пысӑк хӗрлӗ кӑтки, ҫӑкӑр тӗпренчӗкне ярса тытса, каялла чакма тытӑнчӗ.Большой рыжий муравей ухватил крошку хлеба и пятился задом, держа ее в цепких лапках.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫӑкӑр тӗпренчӗкне пӑрҫа пек пӗтӗрсе уҫӑ кӗнеки ҫине пӑт! тутарса ӳкеретӗн те, юмӑҫӗ сана ҫавӑнтах хӑй самахне тупса вуласа парать.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ҫӑмарта шуратрӗ, тӑвар ҫине пуҫрӗ те, Егор Егорыч пекех, пӗр тӗпренчӗкне те ҫӗре ӳкерес мар тесе, тепӗр аллине янах айне тытса ҫиме пуҫларӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Анчах Давыдов ним те курмарӗ; вӑл, табакӑн пӗр тӗпренчӗкне те ҫӗре ӳкерес мар тесе, питӗ тӑрӑшса пирус чӗркерӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗчченех ларать вара ҫавӑн пек, амӑшӗ ӗҫӗнчен килсе тӗпренчӗкне пӗрле илсе каясса кӗтсе.Так и сидит она одна, ожидая, когда мать придет с работы и заберет свою крошку.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Консерва юлашкине, ҫу сийӗпе витӗннӗ темиҫе аш тӗпренчӗкне, Алексей ирхинех ҫисе яма шутларӗ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл хӑй ура ҫине тӑраяс ҫуккине сисрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2