Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗрмесӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ хутчен вӑл йывӑр ҫӗклемне пӑрахса хӑварчӗ, анчах икӗ хутӗнче те каялла таврӑнса, ӑна каллех алли ҫине ҫӗклерӗ, тӗлӗрмесӗр курнӑ тӗлӗкри пек шавах малалла тапаҫланчӗ.

Два раза бросал свою ношу и оба раза возвращался, поднимал и брел, как в сонной яви.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.

Вера Павловна, проснувшись, долго нежится в постели; она любит нежиться, и немножко будто дремлет, и не дремлет, а думает, что надобно сделать; и так полежит, не дремлет и не думает — нет, думает: «Как тепло, мягко, хорошо, славно нежиться поутру»; так и нежится, пока из нейтральной комнаты, — нет, надобно сказать: одной из нейтральных комнат, теперь уже две их, ведь это уже четвертый год замужества, — муж, то есть «миленький», говорит: «Верочка, проснулась?»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл, эпӗ тата тепӗр минут тӗлӗрмесӗр тӳснӗ пулсан, ҫав тери кулӑшла пулатчӗ.

Это было бы очень смешно, если бы я мог не спать ещё хоть одну минуту.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней