Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлкӗшкелет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак ӗнтӗ кӑвайт, лӗшкесе те йӑс-йӑс ҫунса, хевтесӗррӗн, вут куҫӗпе тӗл-тӗл ҫеҫ тукалать, кӑварӗ, ҫӳхе сийлӗ кӗлпе хупланнӑскер, тутӑх, тӗксӗм ҫутӑпа ҫеҫ тӗлкӗшкелет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, кӑвайтри вутӑ, вут пуҫҫисемсӗр пуҫне, ҫунса пӗтнӗ ӗнтӗ, ҫулӑмсӑр, куҫланакан кӑваррӑн ҫеҫ тӗлкӗшкелет вӑл.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней