Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарлака туталлӑ, сайра шӑллӑ, куктӗрриллӗ, арҫынларах сӑнлӑ Улька тӑсланкӑ Ҫтаппан ҫумӗнче ҫинҫе урисемпе танкӑлтатса пырать ав.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сарлака туталлӑ, лапчӑк сӑмсаллӑ, пуҫӗ те ун ик енчен хӗстерсе лапчӑтнӑ пек курӑнать.
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чысӗ пӗтӗмпех «кӳпшек туталлӑ» поэта тиврӗ.
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Эпӗ те «кӳпшек туталлӑ» поэт сӑнне виҫ-тӑватӑ ҫул ҫеҫ асра усранӑччӗ — хӑйне хам куҫпа куриччен.
«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Эпӗ тепӗр пӳлӗме ҫеҫ кӗрсе тухасшӑнччӗ, анчах сарлака туталлӑ сторож кутран тапсах кӑларса ячӗ.
Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.
Кӗске мӑйлӑ, пысӑк та хулӑн туталлӑ, кире пуканӗ пек чӑмӑр Куҫма, Янкасси тимӗрҫи, Павӑл аллине ҫатӑр чӑмӑртарӗ те тӳрех ыйтрӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Хытӑ лекнин усси пулсан юрӗччӗ хӑть, — каллех тӗртсе илчӗ хулӑн туталлӑ арҫын.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Черетсӗр кӗртес мар начальствӑна! — хирӗҫлерӗ хулӑн туталлӑ, кӗске мӑйлӑ тапчам арҫын.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пӗр вырсарникун, кӑнтӑр ҫитеспе, палата алӑкне йӗрӗлче пек ҫаврака пӗчӗк туталлӑ, туллирех кӗлеткеллӗ хӗрарӑм уҫрӗ:
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Потапов, хулӑн туталлӑ чипер арҫын, яланхи пекех хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, Мерчен Мишши уринче — сакӑрвунӑ тенкӗ тӑракан кивӗрех пушмак.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Шоферӗ Петӗр, вӑр ҫаврака пит ҫӑмартиллӗ, хулӑн туталлӑ каччӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Пирӗн ватӑ асаттесемпе асаннесем ӗлӗк-авал монголсене ҫывӑх пулнӑ!» — кӑшкӑрать ҫамрӑк арҫын сӑн-пичӗ: вӑл сарлака пит шӑммиллӗ, хӗсӗкрех куҫлӑ, хулӑн туталлӑ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Тӑрӑхларах тулли питлӗскер, хуп-хура ҫинҫе куҫ харшиллӗ, йӑмӑх кӗрен туталлӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Крыльца умӗнче хулӑн туталлӑ лутра каччӑ пирус мӑкӑрлантарса тӑрать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Пиллӗкмӗшӗ — Лариса, пӗчӗк туталлӑ чипер хӗр.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
— Магазин таврашӗнчи хӗрлӗ туталлӑ пикесемпе инкесене агрономпа зоотехникран ытларах мещенсем кӑна хисеплеҫҫӗ, эп вара мещен мар.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Чылай ҫулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайӑкхурсем кӑнтӑр енчӗн ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ кунсенче, Хырла вӑрманӗсенче тарса ҫӳрекен пӑлхавҫӑсем патне аманса-сусӑрланса пӗтнӗ пӗр вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑ чӑваш пырса тухрӗ.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вара, шывланнӑ куҫне шӑлкаласа, хулӑм туталлӑ чӑваш сӑмах хушрӗ:
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуринчен те хыҫаларах — хулӑм туталлӑ арҫын.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.