Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулашнелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шар, инерцие пула хӑвӑртлӑха ҫав-ҫавах тытса тӑрса, стерженӗн авӑнчӑкӗ ҫине пусма тытӑнать; ҫак вӑй ҫав авӑнчӑка лекнӗ, вӑл тулашнелле радиус тӑрӑх выртать.

Помоги переводом

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Такара тулашнелле авнине хут листисене вӑхӑтлӑха ҫыпӑҫтарнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ, ҫапла тусан такара ҫӑмӑллӑн каялла кӑларма май пур.

Загибание скобы наружу применяется для временного скрепления листов, так чтобы скобу можно было легко вытащить.

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

Хӑш-пӗр степлерсенче айккинелле авакан пластина ҫинче икӗ тӗрлӗ путӑк пулма пултарать, ҫапла май такара кирлӗ чухне шалалла та, тулашнелле те авса хума май пур.

В некоторых сшивателях отклоняющая пластина может иметь два набора углублений и поворачиваться, обеспечивая при необходимости загибание как внутрь, так и наружу.

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

Пластина ҫийӗнче икӗ путӑк пур, вӗсем витӗр тухнӑ такарӑн вӗҫӗсене авса (шалалла е тулашнелле) хураҫҫӗ.

На поверхности пластины находится пара углублений, которые отклоняют концы вдавливаемой скобы так, чтобы они загнулись (внутрь или наружу).

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

Ҫтаппан пасар тулашнелле ыткӑнса тухрӗ те тапах чарӑнчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр типмен-ха, анчах ҫынсем ӗнтӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри ял тулашнелле утаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Такӑшӗ каланӑ ҫак сӑмахсем пӗтӗм ушкӑн хушшине ҫиҫӗм пек саланчӗҫ, вара мӗнпур жидсене касса-вакласа тӑкас тесе, пурте Сечь тулашнелле ыткӑнчӗҫ.

Слова эти, произнесенные кем-то из толпы, пролетели молнией по всем головам, и толпа ринулась на предместье с желанием перерезать всех жидов.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Эпир тата акӑ мӗн пӗлтӗмӗр: Путивль хулинчи тӗрме килкартинчен кашни ирех пӗр лав кӗреҫе тиесе хула тулашнелле турттарса тухаҫҫӗ иккен.

Вот что ее мы узнали: в Путивле со двора тюрьмы ежедневно выезжает подвода, нагруженная лопатами.

«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӗрарӑмсемпе ачасем, кӑшкӑра-кӑшкӑра тата ылхана-ылхана, тискерленсе кайнӑ тӑрмаланчӑк ҫынсен — фашистсем лартнӑ швабсен — ушкӑнӗсене хула тулашнелле хӑваласа пыраҫҫӗ.

Женщины и дети с криками и проклятьями гнали за город толпы растрепанных, одичавших посадников-швабов.

XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Илемлӗ проспект баррикадӑсенчен тасалса анлӑланать, инҫене тӑсӑлать, хӗвел патне кайнӑ пек, таҫта хула тулашнелле тухать, — ӑна паян халӑх хӑйне ирӗке кӑларнӑ ҫыннӑн ятне пачӗ.

Прекрасный проспект, которому народ сегодня дал имя освободителя, очищаясь от баррикад, становится просторнее, вытягивается вдаль, убегает куда-то за город, будто к самому солнцу.

XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хула тулашнелле тухса пынӑҫемӗн лутрарах та кивӗрех ҫуртсем ытларах тӗл пулма пуҫларӗҫ.

Чем дальше за город, тем домики делались все ниже и старее.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр кун ирхине хӗрлӗ тутар ял тулашнелле кӗсре ҫавӑтса кайнӑ, ун хыҫӗнчен виҫӗ тутар пынӑ.

Наутро видит Жилин — ведет красный кобылу за деревню, а за ним трое татар идут.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ун умӗнче ахаль хула мар, ҫеҫенхирсен тӗп хули выртать, ытти хуласенчен пачах уйрӑм хӑйне кура хула, хир пек сарлака урамлӑ, сарлака проспектлӑ; садсем ӑшӗнче шурӑ ҫуртсем лараҫҫӗ, хула тулашнелле кайнӑҫем садсем тата ҫӑрарах, йывӑҫсем ҫуртсене курӑнми пуличченех хупласа илеҫҫӗ те ҫеҫенхир тӗсӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ…

Перед ним лежал не обычный город, а столица степного края со своим особым, неповторимым колоритом, с широкими, как и сама степь, проспектами и улицами; белые дома в садах, и чем дальше от центра, тем зелень садов становилась сочнее, — там она совсем скрывала строения и сливалась с красками поля…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗтмен ҫӗртенех вара Крылатов хӑйпе отрядран тухса кайма хатӗрленнӗ юлташӗсем патне мар, темшӗн тата урӑх ним ҫинчен те мар, ҫав палламан хӗрарӑм хӑй ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа лагерь тулашнелле утрӗ.

Неожиданно Крылатов направился не к своим товарищам, с которыми готовился выйти из отряда, не думая не о чем, а только о том, как эта незнакомка посмотрела на него, он пошел из лагеря.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун сассине илтнӗ ҫирӗктӑррисем пӗр труках пилеш ҫинчен ҫӗкленчӗҫ те, сывлӑш хумӗсем ҫинче ярӑнкаласа, ял тулашнелле вӗҫсе кайрӗҫ.

Услышав ее голос, стайка чечеток разом снялась с рябинки и, качаясь на воздушных волнах, понеслась к околице.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял тулашнелле.

За деревню.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑрах енчи борт ҫинче вырнаҫнӑ пушкӑсен кӗпҫисем шалалла пӑхнӑ (ун чухне пушкӑсене кӗпҫе вӗҫӗнчен авӑрланӑ), тепӗр борт ҫинчи пушкӑсем пеме хатӗрленнӗ пек — карап тулашнелле пӑхнӑ.

Пушки одного борта были направлены внутрь корабля, как для заряжания, которое тогда производилось с дула, пушки другого борта — наружу, как для стрельбы.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хула тулашнелле тухса пынине эпӗ чухларӑм.

Я чувствовала, что мы подъезжаем к окраинам.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

16. Вӑл хӗвел ҫинче ешерсе ларать, турачӗсем пахча тулашнелле тӑсӑлаҫҫӗ; 17. тымарӗсем чул купи ӑшне яваланса кӗреҫҫӗ, чул хушшипелен шӑтара-шӑтара тухаҫҫӗ.

16. Зеленеет он пред солнцем, за сад простираются ветви его; 17. в кучу камней вплетаются корни его, между камнями врезываются.

Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней