Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн чул мулшӑн вунпилӗк тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫтересшӗн Касмухха кӑштах кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн: — Ну, мӗн калӑр, халӑх! Килӗшетӗр пулсан, вӑхӑта ахаль ирттерес мар! Пир-авӑра ман трантас ҫине йӑтса хурӑр та икӗ витре эрехне илӗр! — терӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Касмухха шӑп ҫак вӑхӑтра персе ҫитрӗ те, трантас ҫинчен анса, Платуна асаплантарнӑ ҫӗре пырса тӑчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Прухур — тимӗрҫӗ, пӗртен-пӗр хуҫа пек, трантас ҫине саркаланса тӑнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Тутар иккӗленчӗклӗн турткаланма пуҫланине туйсан, тата ҫирӗпрех сасӑпа: — Эпӗ кӗтме юратмастӑп, вӑр-вартарах пул! — терӗ те Петӗр, кӗсйине хыпашлам пек турӗ — мӑйӑхлӑ тутар ҫавӑнтах трантас ҫине улӑхса ларчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сиктӗрмелле трантас ҫинче — виҫҫӗн.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кайри лав ҫинче хӗрсемпе пӗрле ларса пыракан Людмила трантас ҫинчен сиксе анчӗ те юлашки хут Атӑлкасси ҫине ял пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиччен пӑхса илчӗ.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Грави сарнӑ ҫул тӑрӑх трантас ҫӑмӑллӑн пырать.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та кунта ҫӑмӑл трантас ҫинче пуҫ таранах накидкӑпа пӗркеннӗ хӗрача ларать.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑшт леререхре пысӑк площадь, унта темӗнле, ҫав тери пысӑк пӗренесем, тупӑ станокӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах, унта та кунта, салтаксем ҫывӑраҫҫӗ; лашасем тӑраҫҫӗ, лавсем, симӗспе сӑрланӑ орудисемпе ешчӗксем, салтак вӑййи вылямалли такансем; салтаксем, матроссем, офицерсем, хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем, купцасем иртсе ҫӳреҫҫӗ; утӑ, чӑпта, пичӗке тиенӗ лавсем ирте-ирте каяҫҫӗ; пӗр-пӗр ҫӗртен ут утланнӑ казак е офицер иртсе каять, трантас ҫине ларнӑ генерал кӗрлеттерсе иртет.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл, куратӑн-и, йӗкӗт, вӑл мана намӑссӑр та, путсӗр те тесе пӗтерчӗ, тата тем те пӗр каларӗ, урисемпе трантас тӗпне тапкаласа кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сицилист, апӑрша!
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кучертан тенкине илтӗм те трантас ҫине, Селиванов ури патне пӑрахрӑм, хам тӗлӗннӗ пек пулатӑп:
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ унӑн пичеври лашине таканларӑм та трантас патне пытӑм.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ӑна: «Сана кирлӗ-тӗк — хӑв кил!» — тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах урӑх шухӑш тытрӑм: ун патнелле утатӑп, тӑвана курнӑ чухнехи пек кулкалатӑп, трантас патне ҫитрӗм те, алла ун енне тӑсса, калатӑп ҫакна: «Аван-и, тӑванӑм! Мӗнле пурӑнатӑн-пултаратӑн?» — тетӗп.

- 1